Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Канашлăва пухăннисем вăрмана хунатарассипе лартса хăварнă йывăҫ-тĕмсем пирки канашланă, ҫуркуннехи тапхăрпа пулса пынă ĕҫсене пĕтĕмлетнĕ
14.05.2018Канашлăва пухăннисем вăрмана хунатарассипе лартса хăварнă йывăҫ-тĕмсем пирки канашланă, ҫуркуннехи тапхăрпа пулса пынă ĕҫсене пĕтĕмлетнĕ

Весной в Чувашии посадили 395 гектаров лесаҪу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем вăрмана хунатарассипе лартса хăварнă йывăҫ-тĕмсем пирки канашланă, ҫуркуннехи тапхăрпа пулса пынă ĕҫсене пĕтĕмлетнĕ.

Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов хăйĕн докладĕнче ҫуркунне йывăҫсене 395 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче лартса хăварнине хыпарланă.

«Палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене вăхăтра пурнăҫланă, нимĕнле чăрмавсем те пулман», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Пĕтĕм Раҫҫейри Йывăҫ кунне кăҫал регионта ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Атăл леш енче йĕркеленĕ.  Мероприятине пĕтĕмпе 300 ҫын хутшăннă, вĕсем волонтерсем пулнă. Пурĕ 5 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче 25 пин йывăҫ-тĕм лартнă.

Республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем акцине малалла та тăсаҫҫĕ.  Халăх йывăҫа лартмаллине тата ăна упрамаллине те лайăх чухлать.

Регионта питомниксенче хыр, чăрăш тĕмисене ятарласа лартса ҫитĕнтереҫҫĕ, ҫулсерен 5,5 млн яхăн ĕрчетеҫҫĕ.

Регион Пуҫлăхĕ лартса хăварнă йывăҫсем чĕрĕлччĕр тесе чĕнсе каланă, ҫынсене вĕсене пăхса тăма сĕннĕ. Вăрмана упрасси, пушартан сыхласси кашнин тивĕҫĕ. Тимлĕхе ҫухатма никамăн та ирĕк ҫук, пурин те яланах асăрхануллă пулмалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.   Хурт-кăпшакăсем йывăҫ-тĕмсене ересрен специалистсен сăнасах тăмалла. Пушар хуралĕнче тăрăшакансен яланах кирлĕ пек техникăн хатĕр пулмалла, кирек-епле инкеке те пăрса яма пĕлмелле.

Палăртма аван, юлашки ҫулсенче пушар вăрмансенче алхаснă тĕслĕх пулман.  Регионта асăннă ыйтупа ҫивĕч ĕҫлени куҫкĕретех тата тепĕр тесен, ятарлă техникăсем те юсавлă яланах, вĕсен хисепĕ те ҫителĕклĕ.    

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика