Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ
11.10.2017 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче эрехпе ҫыхăннă  Чăваш Республикин саккунне кĕртсе хăварнă ҫĕнĕлĕхсем пирки калакан проекта тăратнă.  Ҫак таварсен ҫаврăнăшне тата ăна тирпейлесе кăларассипе ҫыхăннă ҫĕнĕлĕхсем пирки асăннă вăл хăйĕн сăмахĕнче.  Палăртнă документа РФ федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн хатĕрленĕ.

Владимир Аврелькин каланă тăрăх, ҫӳлерех асăннă тытăмăн ĕҫне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хăш-пĕр енĕсене тĕрĕслесе тăма ирĕк илессине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Этил пур спирта, алкоголь пур таварсене сутассин ĕҫ-хĕлне патшалăх ҫивĕч тĕрĕслеве илĕ.  Ӳлĕмрен Чăваш Республикин Правительстви ăҫта «Интернет» сечĕ ҫук ял тăрăхĕсен списокне ҫирĕплтеме пултараймĕ. Ҫак ĕҫе РФ федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем килĕшӳ тунă хыҫҫăн тин пурнăҫа кĕртме пултарĕ. Списока кĕнĕ организацисем, ЕГАИС тытăмĕнче хăйсем пирки малашне факта ҫирĕплетмесен те пултарĕҫ. «Ку паллах, пирĕн тĕрĕслев пăрахăҫланассине пĕлтермест, эпир кашни кварталта деклараци паракансен реестрне йĕркелесе пыратпăр.  Апла пулсан, пур-пĕрех эрех сутакан организацисен ĕҫ-хĕлне пĕлсех тăратпăр», - тенĕ министр.  Тата ҫакна та палăртса хăвармалла, саккун проекчĕ эрех таварне сутмаллин вăхăтне ҫирĕплетессин йĕркине тата унăн вырăнне те палăртма ирĕк памасть. «Маларахри тапхăрсенче саккун пире эрех-сăра сутакансен ĕҫ-хĕлне ҫирĕп тĕрĕслесе тăма май панă. Лавккасене, кафе тата ытти ятарлă вырăнсене тăтăшах тухса тĕрĕслев ирттерме ирĕк пулнă.  Халĕ малашне лару-тăру кăштах йывăрланасси сисĕнет», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май, паянхи ларура.    

Сăмаха май, халăха усал эрех сутакан организацисен ĕҫне пăрахăҫланине, 25 заведенине сутма ирĕк паракан ĕҫ хучĕсене каялла тавăрса, организацисене ĕҫлеме чарнине палăртнă Владимир Аврелькин.  

Вице-премьер тата ҫакна та асăнса хăварнă, хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Экономика министерстви ҫак ыйтăва татса парассипе,  хушма саккун йĕркисене пăхса тухнине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче предпринимательсен сĕнĕвĕсене шута илсе ĕҫ-пуҫа пĕтĕмпех йĕркелесе пыма сĕннĕ. Халăх шухăшĕ те тĕп вырăнта пулмаллине каланă. «Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче вырнаҫнă суту-илӳ учрежденийĕсем каҫ кӳлĕм шăв-шавпа ҫынсене канăҫ памаҫҫĕ.  Тепре чухне йĕрке пăсни те куҫкĕретех», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Кун пек чухне, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тĕплĕн пăхса тухса тĕрĕс йышăнусем туса хăварма пĕлмеллине асăрхаттарнă вăл сăмаха тăсса.  Халăх интересĕсене яланах хӳтĕлеме тăрăшмаллине те асăнса хăварнă.

«Чăваш Республикин экономика аталанăвĕ» патшалăх программине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварассипе ҫыхăннă ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă.

Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшӳллĕн тата предпринимательсен сĕнĕвĕсене шута илсе,  программăн хăш-пĕр енĕсемпе бюджетран куҫакан укҫа-тенкĕн виҫине ӳстерме йышăннине пĕлтернĕ.

Кунсăр пуҫне Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвне тĕпе хурса, РФ Патшалăх канашĕн ĕҫĕн пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе, потребительсен прависене хӳтĕлессипе хăш-пĕр мероприятисем валли пулăшусем пăхса хăварнине асăннă.  Пĕр сăмахпа каласан, предпринимательлĕх тытăмне вăй илсе аталанса пыма сахал мар укҫа-тенкĕ патшалăх енчен пулăшу куҫасси куҫкĕретех пулĕ.  

Инвестици программипе тĕллевлĕн ĕҫлемелли йĕркене ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварни пирки йышăнăва пăхса тухса ҫирĕплетнĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, тепре чухне пысăк калăпăшпа хута каякан строительство ĕҫĕсене пурнăҫланă чухне хăш-пĕр йывăрлăхсем сиксе тухнине те асăнса хăварнă.  Палăртмалла, проектсене тивĕҫлĕ хатĕрлеменни куҫкĕретех. Ку енĕпе ыйтăва ҫирĕпрех малашне тĕрĕслесе пыма тĕллев лартмалла тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.   Енчен те проектпа ĕҫлекен организацисем хăйсене шанса панă ĕҫе тивĕҫлĕ шайра пурнăҫламасан, вĕсен проекчĕсене пăрахăҫламалла тенĕ регион Ертӳҫи. Юлашки ҫулсенче регионти пысăк калăпăшлă  строительство ĕҫĕсене пĕтĕмпех анализ туса пăхса тухма хушнă, проектсен ҫитменлĕхĕсем пирки тĕплĕн ыйтăва тишкерме каланă, енчен те тивĕҫлĕ проектсем хатĕрлеме пĕлмеҫҫĕ пулсан, вăл организацисемпе ĕҫлĕ ҫыхăнусем малалла тăсма юраманнине асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика