Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснине кăҫал 9 уйăх хушшинче патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсенчен 1,5 млрд тенкĕ кĕнĕ
07.11.2017Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснине кăҫал 9 уйăх хушшинче патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсенчен 1,5 млрд тенкĕ кĕнĕ

«2018-мĕш ҫулта Чăваш Республикин бюджет пайне шайлаштарма федераци хыснинчен 9 млрд 917 млн тенкĕ дотаци тивĕҫĕ, бюджет балансне тӳрлетме 675 млн 320 пин тенкĕ куҫасси паллă», - кун пирки ырă хыпара паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев планеркăра пĕлтернĕ.

Кунсăр пуҫне 2018 ҫулта бюджет кредитне реструктуризаци тума та  пулăшу каяссине палăртнă. «Эпир хамăр ҫине илнĕ пур ĕҫсене те туллин пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тăрăшса ĕҫлетпĕр. Кун пирки РФ финанс Министрĕ Антон Силуанов ҫирĕплетсех каланă, ытти регионсем хушшинче тивĕҫлĕ вырăн йышăннине палăртать», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.

Кăҫал палăртнă объектсене, ҫулталăк вĕҫлениччен пĕтĕмпех хăпартса лартмаллине асăрхаттарнă сăмаха малалла тăснă май. Плана пăсма юраманнине чĕнсе каланă. «Енчен те ҫулталăка кирлĕ пек шайра вĕҫлесен, ӳлĕмрен те федераци хыснинчен пулăшу куҫма пултарĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Паллах, никамăн та манма юрамасть, патшалăх укҫипе тухăҫлă усă курмалла, тĕлли-паллисĕр тăкаклама никамăн та ирĕк ҫук.  Регионăн экономика пайĕ хăватлă пулсан, федераци пулăшу уйăрĕ, харпăр хăй тупăшне ӳстерессишĕн те ҫине тăрсах ĕҫлемелле.

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем налуксемпе ҫыхăннă ыйтусем тавра та сăмах пуҫарнă. 

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн докладĕнче 2017 ҫулта 9 уйăх хушшинче пурлăхсенчен республика хыснине 1,5 млрд тенкĕ кĕнине пĕлтернĕ.

Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсемпе тухăҫлăн усă курасси пулнине каланă министр.

Вĕсен министерстви муниципалитетсенче ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсем тĕллевлĕн усă курнипе курманнине ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине асăннă. Хальлĕхе кăтарту 832 га танлашать, вĕсенчен 195 га усă курăнман ҫĕр лаптăкне  пусă ҫаврăнăшне кĕртме те ĕлкĕрнĕ.

Наталья Тимофеева ҫĕр лаптăкĕсене инвентаризаци тăвассипе хĕрӳ ĕҫ пынине пĕлтернĕ.

Паян муниципалитетсенче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те сăмах пуҫарнă. Ҫĕр пайĕсене арендăна илнĕшĕн предприятисемпе организацисем, е харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлекен ҫынсем укҫана вăхăтра куҫарса паманни сисĕнет. Парăм виҫи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 344,6 млн ҫитĕ.  Чи пысăк виҫе ҫаксен: Шупашкар хула администрацийĕн – 262 млн, «Коммунальные технологии» ТМЯО – 269,2 млн, «Агентство по недвижимости «Честр» ТМЯО – 38,1 млн, «Одис Отель» ТМЯО – 8,7 млн тенкĕ. Муниципалитет пурлăхĕпе усă курнăшăн парăм чылай ҫак предприятисен пухăннă. Вĕсем: «Алза» ТМЯО – 4,4 млн, «Коммунальные технологии» ТМЯО – 2,3 млн тенкĕ.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2010-мĕш ҫултан пуҫласа патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнин ыйтăвне ҫивĕч тĕрĕслевре тытнине асăннă.  Муниципалитетсенче социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне сахал мар ҫак ыйту кун йĕркине тухса тăнине каланă вăл. «Пăр тапранни» сисĕнет, пĕчĕккĕн, пĕчĕккĕн предприятисемпе организацисем арендăшăн парăмсене куҫарса пама тытăннă.

Ҫак ĕҫпе пур ҫĕрте те тивĕҫлĕ ĕҫлесе пыма тăрăшмалла. «Должноҫри ҫынсен ĕҫне хакланă чухне ыйтăва шута илмелле.  Енчен те яваплăха туйса ĕҫлемесен, ҫирĕп мерăсем йышăнса хăвармалла. Сирĕн ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть», - тесе каланă министра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика