Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енри предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем валли тата та налук ҫăмăллăхĕсем хатĕрленĕ
11.07.2018Чăваш Енри предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем валли тата та налук ҫăмăллăхĕсем хатĕрленĕ

Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, ĕҫе пухăннисем налук пайĕпе ҫыхăннă ыйтусем тавра тĕплĕн сӳтсе явнă.   

Асăннă саккун проектне  ҫĕнĕлĕхсене федерацин ĕҫ хучĕпе килĕшсе пурнăҫланă.  Документпа тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ  Светлана Енилмна  тарăн ăнлантарса панă.

2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ҫынсен пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи 11163 тенкĕне ҫитнĕ пулнă.  Пĕлтĕрхинчен 43 процент пысăк пулни курăнать тесе сăмаха малалла тăснă вице-премьер.  «Пирĕн саккун проекчĕ, налук тӳлемелли ҫăмăллăхсем пирки калать.  Пĕр ĕҫчене вăтамран 2 МРОТ чухлĕ укҫа тӳлемелле пуласси паллă.  Апла пулсан, МРОТ виҫипе пĕрле укҫа калăпăшĕ 16744 тенкĕне ҫитнĕ», тесе ăнлантарнă вице-премьер.

Организацийĕн тупăшĕнчен куҫакан налук виҫи пĕчĕкленесси паллă.

10 ҫул хушшинче пурлăхшăн тӳлемелли налук виҫи те нульпе танлашасси курăнать. Енчен те ăна учета илнĕ пулсан, ҫав кунран малалли пирки ĕҫ-пуҫ пырать. Унччен 2,2 процент тӳленĕ пулсан, ӳлĕмрен пачах та тӳлемĕҫ.    Светлана Енилина ытти ҫĕнĕлĕхсем тавра та чарăнса тăнă.   Федераци шайĕнче саккунпа килĕшӳллĕн, страховани взносĕ пĕчĕкленесси паллă, кăтарту 7,6 процент пулĕ, маларах ҫак виҫе 30 процентпа танлашнă.  5 ҫул хушши ҫĕрсемпе усă курнăшăн та тӳлемелли налук виҫи нуль пуласси куҫкĕретех.

Куҫакан пурлăхшăн тӳлемелли налук ставки 1,1 процент пулма пултарать. Республика Правительстви йышăнакан саккун проектĕнче ҫакна та асăнса хăварнă.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне витĕм кӳрес тĕлĕшпе те сахал мар ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ, вĕсем каламасăрах паллă, пурте тенĕ пекех ҫăмăллăхсемпе ҫыхăннă.  

«Калас пулсан, паянхи кун тĕлне республикăра пĕтĕмпе 866 предприниматель  патент илнĕ. Пĕтĕмпе  1031 патент илни куҫкĕретех.  Республика хыснине патнет тӳленинчен 19,3 млн тенкĕлĕх налук пайĕпе укҫа-тенкĕ хывăннă.  Палăртма кăмăллă, паянхи куна пĕр предприниматель налук 1850 тенкĕ тӳлесе пырать. Атăлҫи федераци округĕнчи регионсемпе пăхас пулсан, ҫак виҫе чи пĕчĕккисенчен пĕри",  хыпарланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина.  Саккун проекчĕпе килĕшес пулсан, харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлекен предпринимательсем валли налукпа ҫыхăннă тата тепĕр пысăк ҫĕнĕллĕх - «налук каникулĕсем» тăсăлĕҫ.

«Ҫак ҫăмăллăхсене кĕртсе пĕтернĕ хыҫҫăн, предпринимательлĕх пайĕнче вăй хурас текенсен йышĕ куҫкĕретех ӳссе пымалла.  Условисем тĕлĕнмелле лайăх пулаҫҫĕ вĕсене валли», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансен тĕп приоритечĕсенчен пĕри – регионта пысăк технологиллĕ производствăсем хута яма витĕм кӳресси, хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси. Халăх валли пысăк шалу илме предприятисемпе организацисене уҫма мероприятисем йĕркелесе парас ыйту та кун йĕркинчех тăрать.     Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пырсан, пурте кăмăллă пулăпăр, республика тата та вăйлăрах аталанса пырĕ, ҫынсен ĕҫ укҫин виҫи те хăпарсах пырĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика