Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
13.09.2017Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

  

 Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ертӳҫĕсем калаҫу вăхăтĕнче тĕрĕслев ĕҫĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем пирки анлăн сӳтсе явнă.

Ведомствăн ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче,  пĕлтĕр тупса палăртнă йăнăшсене кăҫал организацисем пĕтĕмпех тӳрлетсе майлаштарнине, тĕллевсĕр тунă тăкаксене каялла бюджета саплаштарнине асăннă. «2017-мĕш  ҫулта ҫурла уйăхĕнчен пуҫласа бюджета каялла 3 млн тенкĕ тавăрса панă.  Пĕтĕмпе ҫулталăк пуҫланнăранпа 23 млн тенкĕ куҫарнă. Ҫак пĕтĕм калăпăшран 40 процент шутланать», - тесе сăмаха малалла тăснă Светлана Аристова.

Малалла та  регионти Тĕрĕслевпе шутлав палати предприятисемпе организацисене ҫитсе, бюджет укҫи-тенкипе епле усă курнине пăхса тухма тĕллев лартнă.  Асăннă служба нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркеленине, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсенче, ҫул-йĕрсене хута яма укҫана тĕллевлĕ е тĕллевлĕ мар усă курнине тĕрĕслеме плана кĕртнĕ.

2016-2017-мĕш ҫулсенче медицина пайĕнчи объектсене тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелеме 290 млн субсиди мелĕпе пăхса хăварнă.  Вăл укҫапа 33 учрежденире тĕпрен юсав ĕҫне йĕркеленĕ.  «Хальхи вăхăтра мĕнпур тĕрĕслев ĕҫĕсене пĕтĕмлетес тапхăр пырать. Уйрăм сĕнӳсем, кăлтăксем те пур. Бюджет укҫине вăхăтра усă курман тĕслĕхсене те тупса палăртнă. Хăш-пĕр объектсен проектпа смета ĕҫ хучĕ пахалăх енчен тивĕҫтерменни те куҫкĕретех», - тесе каланă ертӳҫĕ Светлана Аристова.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, Тĕрĕслевпе шутлав палати Шупашкар хулин бюджет пурнăҫлавне тишкерет. Укҫа-тенкĕпе перекетлĕ усă курнипе курманнине, субсидисемпе тĕллевлĕн тăкакланнине тата ытти хăш-пĕр ыйтусене ҫивĕч пăхса тухать, муниципалитетăн 2016 ҫулхи тата кăҫалхи 7 уйăхри бюджет ыйтăвĕсене анлăн тишкерет.  

Республика бюджетĕнчен Шупашкар хула администрацийĕн  «Управление ЖКХ и благоустройства» МБУ субсиди 2,8 млрд куҫарса панă. «Хальхи вăхăтра эпир ҫак укҫапа пĕлсе тата тĕллевлĕн усă курнипе курманнине тĕрĕслетпĕр. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» приоритетлă проект пурнăҫа кĕрсе пынине, объектсене хута яма укҫа-тенкĕпе тĕрĕс усă курнипе курманнине  тишкеретпĕр.  Паллах, пирĕн тĕллев вăхăтра кăлтăксене тупса палăртасси тата вĕсене кирлĕ пек татса парасси», - тенĕ республикăри Тĕрĕслевпе шутлав палатин ертӳҫи.

Сăмаха май, аудит ирттернĕ ĕҫĕн кĕске пĕтĕмлетĕвĕ пирки чарăнса тăнă Светлана Аристова.

Шупашкарти Мускав ҫыран хĕрринчи объектсене реконструкцилеме  600 млн ытла  уйăрнă. Бюджет тухăҫлăхĕ реконструкцийĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш тапхăрĕпе пурнăҫланакан объектсен 1 процентран та сахалтарах пулнине пĕлтернĕ вăл.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, асăннă объекта пурнăҫлама конкурсра виҫĕ организаци хутшăннине аса илнĕ, вĕсенчен пĕри тӳрех пăрахăҫланнине каланă. Шупашкарти «Управление ЖКХ и благоустройства» МБУ объектсене пурнăҫлама конкурс ҫĕнтерӳҫипе «Элитстрой» ТМЯО ĕҫлемелли килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. «Калас пулсан, саккуна хирĕҫ кайни нимĕн те ҫук пек, анчах та каярах палăртнă организаципе «Стройком 21» ТМЯО субподряд пулса контракт ĕҫне пурнăҫлама пикеннĕ. Вĕсем вара объектсен пĕрремĕш тапхăрĕпе пурнăҫланмалли йĕркесене хатĕрленĕ», - тесе пĕлтернĕ Светлана Аристова.

Калас пулсан, объектсен виҫҫĕмĕш тапхăрĕпе пурнăҫламалли ĕҫсене тума анчах предприятисемпе организацисем конкурса хастар хутшăнма кăмăл тунă, мĕншĕн тесен Раҫҫей УФАСне Чăваш Енри уйрăмне сахал мар ҫăхавсем ҫырнă пулнă. Кунта та йывăрлăх ҫук мар, конкурс ĕҫне пурнăҫлакансем ҫителĕклĕ таран йĕрке туса ҫитерменни сисĕнет.  

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хула влаҫне пĕр хутчен ҫеҫ мар  конкурса йĕркеллĕ хатĕрлеменнишĕн критиклесе илни. Кăлтăксене хăйсен ирĕкĕпе пĕтерме хушнă.

«Кашни отрасльте ҫулсерен ирттерекен конкурссенчен республика бюджечĕн тухăҫлăхĕ вăтамран 7-10 процентпа танлашать.  2016 ҫулта ҫак кăтарту 8,8 процент пулнă. Перекетлĕх 582 млн ҫитнĕ. 2017 ҫулта 8 уйăх хушшинче бюджетăн эффективлăхĕ 11 процента хăпартнă, укҫана 550 млн тенкĕлĕх перекетленĕ.  Аукционсем иртеҫҫĕ-ха, анчах та хутшăнма кăмăл тăвакансем питĕ сахал-ҫке. Конкурс пулманнине кура, шăпах та аукционсенче мала тухнисем бюджет укҫине перекетлемесĕр тăкакланни сисĕнет», - тесе пăшăрханса каланă Михаил Игнатьев.  Ятарлă службăсемпе тухса тĕрĕслени питĕ усăллă, бюджетран тăкакланакан кашни тенкипе халăх ырлăхĕшĕн усă курмалла тесе ҫирĕппĕн палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

Регионта Чăваш Республикин прокуратура ĕҫченĕсемпе, право хуралĕнче тăрăшакансемпе те тачă ҫыхăнса ĕҫленине кура, коррупци тăвассинчен ыйтусене ҫивĕч тĕрĕслевре тытнине асăнса хăварнă.

Михаил Игнатьев тĕрĕслевсене малалла та йĕркелесе пыма сĕннĕ, палăртнă ĕҫсене вĕҫне-хĕрне ҫитерме хушнă. Пĕтĕмлетӳсем тăрăх, каярах должноҫре тăракан ҫынсене ятарлă хаклав пулассине те палăртса хăварнă.   

Фоторепортаж

 

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика