Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Республикăри хутса ăшăтмалли тапхăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫирĕп тĕрĕслевре тытать
09.10.2017Республикăри хутса ăшăтмалли тапхăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫирĕп тĕрĕслевре тытать

 Регионта хутса ăшăтмалли тапхăра епле тытăнни пирки ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.  Паян, юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра ҫак ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ   Владимир Михайлов  хăйĕн докладĕнче паянхи кун тĕлне республикăра пĕтĕмпе 97 процент ҫурт-йрсене ăшăпа тивĕҫтернине палăртнă.  Регионта 15 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче ҫак ыйтăва туллин тивĕҫтернине пĕлтернĕ министр. Вĕсем: Вăрнар, Йĕпреҫ, Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Ҫĕрпӳ, Шăмăршă, Тăвай районĕсем тата Улатăр, Канаш, Ҫĕнĕ Шупашкарпа Ҫĕмĕрле хулисем.  

Республикăра сывлăх сыхлавĕн икĕ учрежденийĕнче тата нумай хваттерлĕ икĕ ҫурта ăшăпа тивĕҫтерменнине пăшăрханса пĕлтернĕ министр.

Кукеҫ тăрăхĕнчи Первомайский урамĕнче хутса ăшăтмалли системăна юсас ĕҫ хĕрӳ пынине палăртнă.  Паян, енчен те ĕҫ-пуҫа вĕҫлесен, халăха ăшăпа тивĕҫтерме пулать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Шупашкарта Ленин проспектĕнче 52-мĕш ҫуртра тĕпрен юсав ĕҫĕсене вĕҫлеймен, ăна пула ăшă халăха ҫитмен, ыйтăва ыран валли татса пама тĕллев лартнă.  

Министр хулара «Восточный экспрес» микрорайонта «Восток» ФСКра ăшă пулманнине те пăшăрханса каланă.

Чăваш Енри патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Александр Юркин ҫӳлерех асăннă ыйтупа «хĕрӳ лини» йĕркеленине пĕлтернĕ.  Халăхăн кирек епле  ыйтăвĕ ҫине те специалистсем туххăмрах хурав панине, вырăна тухса тĕрĕсленине каланă. Пурĕ йĕрке пăсакансем тĕлĕшпе административлă майпа 15 ĕҫ пуҫарнне палăртнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, регионти оперативлă хыпар тăрăх, Канаш районĕнче Сиккасси салинче «Березка» ача сачĕ ăшăсăр юлнине асăннă.  Элĕк, Патăрьел районĕсенче пурăнмалли ҫурт-йĕрсем те ăшăпа тивĕҫменнине, социаллă учрежденисенче, культура ҫурчĕсенче ыйтăва туллин татса паманнине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтупа тĕплĕн ĕҫлеме хушнă, лару-тăрăва уҫăмлатма сĕннĕ.  Должноҫре тăракан ертӳҫĕсене мĕнпур ыйтусене ҫивĕч тĕрĕслеме каланă.  Хутса ăшăтмалли тапхăра кирлĕ пек шайра йĕркелесе ҫитерме хушнă.   

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика