Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă, муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă
06.08.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă, муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов развития Новочебоксарска и постановке задачҪурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă, муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă.

Михаил Игнатьев канашлăва уҫнă май, ҫакăн йышши мероприятисем вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туххăмрах татса пама витĕм кӳнине, халăхпа пĕрле приоритетлă ыйтусене палăртма май панине асăннă. Тепĕр чухне финанс тĕлĕшĕнчен те укҫа-тенкĕне ытларах хăш тытăма тăкаклама кăтартса парать тесе каласа хăварнă.

Ҫĕршыва аталанса пымалли тĕп ҫул-йĕрсем пирки Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ документра пĕтĕмпех паллă пулнине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕп приоритетсене 2024-мĕш ҫулччен пурнăҫа кĕртмелли те кулленех кун йĕркинче ҫивĕч тăнине асăннă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  Халăхăн ĕмĕрне вăрăмлатасси, ăна 80 ҫула ҫитересси пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. Кăтартăва 2030-мĕш ҫулччен пурнăҫламалла.  Ĕҫ тухҫлăхне ӳстересси, халăхăн тупăшне пысăклатасси ыйтусем те актуаллă.

Михаил Игнатьев йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем пирки чарăнса тăнă.  Социаллă пĕлтерĕшлисене татса пама республика хыснинчен сахал мар укҫа куҫнине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.

2018 ҫулта муниципаллă программăсемпе ĕҫлеме республика бюджетĕнче 1 млрд 222 млн пăхса хăварнă хула валли.

Ҫулсене тирпейлесе сарма, ҫĕнетме вара муниципалитета 2018 ҫулта 150,6 млн куҫать.

Кăҫал ҫур ҫулта хулара пурăнакансем социаллă пулăшăва 37,9 пин ҫын тивĕҫнĕ.  Вĕсене валли республика бюджетĕнчен 222,4 млн тăкакланă.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова тарăн доклад туса панă. Ертӳҫĕ социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.

Хулан бюджечĕ пĕрремĕш ҫур ҫулта 882 млн танлашнă, кăтарту пĕлтĕрхинчен 5 процент пысăкрах.

Муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ хăпарнă, вăл 2242,5 тенкĕне ҫитнĕ. Республикăри ытти хуласем хушшинче вĕсем 4-мĕш вырăнта тăраҫҫĕ.   

Хулари предприятисемпе организацисен тавар калăпăшĕ ӳснĕ. Промышленноҫ предприятийĕсем 7,7 млрд тавар тирпейлесе кăларнă.   

Малта пыраканнисем ҫаксем: «Химпром» ПАО, «Перкарбонат» АО, «Хевел» ТМЯО, «Чебоксарский трубный завод» ТМЯО, «Швейная фабрика «Пике» ТМЯО тата ыттисем те.

Халăхăн ĕҫ укҫин виҫи ӳснĕ, вăл вăтамран  28 пинпе танлашать.

Хулара инвестициллĕ проектсем анлăн пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, кун пирки Ольга Чепрасова ҫирĕплетсе каланă. Кăтарту пĕчĕк мар, вĕсен калăпăшĕ 1,5 млрд ҫитнĕ.

Уйрăмах «Химпром» ăнăҫлă ĕҫлет. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем уҫать, халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлет. Вĕсем тепĕр пысăк проект пурнăҫа кĕртесшĕн, енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан 100 ҫын валли ĕҫ вырăнĕ тупăнасси те куҫкĕретех тесе каланă вырăнти ертӳҫĕ.

«Хевел» ТМЯО паха ĕҫлет, хулан экономикине пысăк витĕм кӳрет. Ҫĕнĕ проект хатĕрленĕ, унăн калăпăшĕ 2,5 млрд танлашать, енчен те пурнăҫа кĕрсен халăх валли пысăк технологиллĕ ҫĕнĕ 90 ĕҫ вырăнĕ пулать.  Хулара ГЭС лайăх ĕҫлет, унăн ҫитĕнĕвĕсем каламасăрах паллă, пысăк.

Ольга Чепрасова ЖКХ ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă. Спорт, культура, сывлăх сыхлавĕпе строительство пирки те тĕплĕн каласа панă.  

Республика Пуҫлăхĕ малашне те ҫитĕнӳсемпе ĕҫлеме хушнă хула ертӳлĕхне, ӳсĕме ан чакарăр тенĕ.

Тепĕр ыйту налук пухасси. Кăтарту курăмлах мар хулан. Ыттисем хушшинче 5-мĕш вырăнта тăрать муниципалитет. «Сăрă» схемăпа ĕҫлекенсен шучĕ сахал мар, вĕсене тупса палăртмалла, явап тыттармалла. Вĕсене пула та, шăпах 100 млн ҫителĕксĕр кĕрет ҫулталăкне бюджета тесе хыпарланă республика Ертӳҫи.

Ҫуртсем хута ярасси те хавшанă хулара. «Пирĕн хаклă хваттерсем хута ямалла мар. Халăхăн укҫа сахал, илеймеҫҫĕ. Социаллă программăсемпе ĕҫлеме вĕренмелле», - тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ.  

Усал ҫӳп-ҫап куписем, наркăмăшлă эрехе халăха сутни пушшех те ертӳҫĕсене пăшăрхантарнă, аптекăсенче тавара ҫаплипех сутма чарăнманни сисĕнет.

Халăхăн сĕнĕвĕсене шута илмелле, пысăк пуҫаруллă проектсене ĕҫлеттерме пуҫличчен вĕсемпе канашласан та вырăнлă пулĕ тенĕ Михаил Игнатьев.

Ятарласа Атăл ҫыранĕ хĕрринче халăха шыва кĕме вырăн хатĕрлесе тăратнă. Ҫĕр лаптăкне ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн Ефремов В.А. ҫирĕплетнĕ. Предприниматель сӳрĕк ĕҫлет, хула ҫыннисем валли услови йĕркелесе тăратман. Кун пирки тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă ертӳҫĕсене республика Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов демографи лару-тăрăвĕ пирки каласа кăтартнă. Ĕҫлеме пултаракан ҫынсен шучĕ чакса пырать тесе хыпарланă министр.  Сывлăх сыхлавĕн пайĕнче тимлекенсен ĕҫ укҫи хăпарса пынине ырă хыпара пĕлтернĕ. Врачсен вăтам ĕҫ укҫи -   46558,3 тенкĕ, вăтам медицина ĕҫченĕсен - 23626,7  тенкĕ. Пĕлтĕрхинчен укҫа виҫи 32 тата 24 процент ытла хăпарнă.  

Раҫҫей Пенси фончĕн регионти Управленийĕн Ҫĕнĕ Шупашкарти  уйрăмĕн  пуҫлăхĕ Иван Леонтьев ҫĕнĕлĕхсем пирки палăртнă, халăха ырă улшăнусем кĕтме пултарасса шанса каланă, хумхантаракан ыйтусем ҫине хуравсем панă.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов  та ырă самантсем пирки чарăнса тăнă, ҫитĕнӳсене палăртнă, пулас тĕллевсем пирки каласа хăварнă.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев юлашки ҫулсенче хула сăн-сăпачĕ илемленсе пынине асăннă.  ТБО хута кайни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх кăмăллă ҫак ĕҫпе.  Пысăк калăпăшлă проектсене пурнăҫа кĕртме миллиардшар укҫа тăкакланă.  2020-мĕш ҫулта Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитет.     Ăна валли хатĕрленсе ĕҫ планне кирлĕ пек мероприятисем кĕртсе хăварма чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.

«Муниципаллă программăсене ҫĕнĕлле пăхса тухмалла, мероприятисене кĕртсе хăвармалла. Халăх ырлăхĕшĕн вĕсен ĕҫлемелле.  Пирĕнтен кашнинчен хулан пуласлăхĕ килет», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ.

Хула ертӳҫи Олег Матвеев депутатсене активлă ĕҫлеме сĕннĕ, тĕллевсене тĕрĕс палăртма, вĕсемпе кулленех ĕҫлесе пыма каланă.  Пурин те хулан социаллă пурнăҫĕпе экономики хăватлантăр тесе тăрăшмаллине асăннă вăл.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика