Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче пулнă
19.05.2017Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче пулнă

 


Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче пулнă. Хальхи вăхăтра унта Шупашкарта ирттерме палăртнă Пĕтĕм халăхсен хушшинчи кинофестивале хатĕрленсе юсав ĕçĕсем пыраççĕ.  Маларах çак театр ăстисем Тракторсем тăвакансен Культура керменĕнче вырнаçнă пулнă. Пĕлтĕр вĕсене çулталăк вĕçĕнче  «Çеçпĕл» кинотеатр çуртне панă.    Театр ăстисем вăхăта вăраха тăсмасăрах юсав ĕçĕсене пуçланă.  Çуртăн ăш-чиккине тĕпрен тирпейлеме тĕллев лартнă.

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ строительство ĕçĕпе кăсăкланнă. Шупашкарта иртекен X кинофестивале халалласа  сăнӳкерчĕксенчен хатĕрленĕ куравпа паллашнă.

Çĕнĕрен илемленнĕ çурт кинофестивалĕн тĕп лапамĕ пулĕ, паян çурт хăнасене валли  хатĕр.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, кинофестивале çӳллĕ шайра йĕркелесе тивĕçлĕ ирттерме чĕнсе каланă.    

Чăваш Республикин халăх артистки Валентина Сурикова  мĕнпур театр ĕçченĕсен ячĕпе  Михаил Игнатьева тата Правительство членĕсене театăрăн хăй çурчĕ пулнишĕн савăнса тав сăмахĕсем каланă.  Регионта культура пайне çав тери пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса хăварнă.

Театрăн çакăн пек пысăк çурт пулни малашлăхра вĕсене пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кӳнине асăннă пултарулăх ăстисем.  

Кинофестиваль иртнĕ хыççăн, халăха малалла та киносем кăтартма тĕллев лартнă.  Ача-пăча, çамрăксем пирки тĕрлĕ спектакльсем калăплама, чăвашла та вырăсла та халăх патне илсе çитерме палăртнине пĕлтернĕ театр ĕçченĕсем республика Пуçлăхне.

Михаил Игнатьев тĕлпулăва пухăннă артистсене хăйсен ĕçне юратса пурнăçланăшăн ырланă. Малашне те çĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрма сĕннĕ, театра ытларах та ытларах çамрăксене явăçтарма чĕнсе каланă.

Артистсем хăйсен шухăшĕсем пирки каласа кăтартнă,  çĕнĕ сезона уçма театрăн пурлăхпа техника базине пуянлатма май пуррипе çукки çинчен сăмах пуçарнă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика