Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ
20.09.2017 Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем: ял хуҫалăхĕнчи уй-хир ĕҫĕсем, муниципалитетсенче ял хуҫалăх таварне халăха сутма ятарлă условисем йĕркелесе тăратасси, ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх объекчĕсене 2017/2018-мĕш ҫулсенче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе ҫитересси, хула пурнăҫне хăтлăлатассипе йышăннă проектсене вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пырасси, унта ытларах ыйтусене сӳтсе явма ҫынсене хăйсене хутшăнтарасси, тавралăха тирпей-илем кӳртесси, ҫынсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫлама витĕм кӳресси тата та ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра сăмах хускатнă.

Пĕрлехи информаци кунĕнче пĕтĕмпе республикăра 370 тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче 8,2 пин халăх хутшăннă.

Республикăран кайнă информаци ушкăнĕсем регионти ял тăрăхĕсене ҫитсе аякра пурăнакан халăхпа ĕҫлĕ тĕлпулусем, ушкăнсен ертӳҫисем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăну ирттернĕ, вĕсене  хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явнă. Влаҫ органĕсенче ĕҫлекен ертӳҫĕсем патне пурĕ 150 ҫын хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе пынă.  

Паянхи пурнăҫра халăха ытларах ҫулсем, ял тăрăхĕсенчи ҫутăсем кăсăклантараҫҫĕ,  яланхиллех сĕт хакĕ те кун йĕркинче вĕсен. Ялсенче культура ҫуртне, ФАПсем хута яма ыйтаҫҫĕ ҫынсем патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансенчен.

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика