Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ентешсене саламлама Тихвин ярмăрккина тата ĕҫпе юрă, спорт уявне ҫитсе килнĕ
06.07.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ентешсене саламлама Тихвин ярмăрккина тата ĕҫпе юрă, спорт уявне ҫитсе килнĕ

Глава Чувашии принял участие в Тихвинской ярмарке и празднике «Акатуй» в Цивильском районе Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тихвин ярмăрккине тата ĕҫпе юрă, спорт уявне ҫитсе килнĕ. Мероприяти Ҫĕрпӳ районĕнче ҫав тери хытă кĕрленĕ.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн ҫумĕ Елена Николаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Авангард» ТМЯО генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин хутшăннă.  

Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтан регион Пуҫлăхĕ Ҫĕрпӳри Тихвинри хĕрарăмсен монастырĕнче пулнă, объектăн строительство ĕҫĕпе паллашнă.  Ҫĕнĕ ҫурт илемленнине курса хакланă.

«Акатуй» уявĕнче Михаил Игнатьев ял хуҫалăх техникисенчен хатĕрлесе тăратнă курава пăхса ҫаврăннă, вырăнти халăхсен ал ĕҫ ăстисене курса тĕлĕннĕ, ҫав тери паха ĕҫсем тесе каланă.  Уява палăртма кăмăллă ытти регионсенчен те сумлă хăнасем килсе ҫитнĕ, наци культурисен центрĕсен представителĕсемпе курнăҫнă май,  Михаил Игнатьев вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки те ыйтса пĕлнĕ.

 Кăҫал тухăҫ чаплă пултăр тесе, вырăнти ял-йыш юпа ҫине тĕрленĕ алă шăлли  ҫыхнă. Ватăсем кун пирки тахҫантанпах шухăшланă имĕш. Хăйсен шухăшне пурнăҫа кĕртнĕ.  Ҫак йăлана Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Каярах ачасемпе пĕрле аслисем юрă-кĕвĕ шăрантарса хаваслă уява уҫнă.  

Пухăннă ентешсене, хăнасене, ял ĕҫченĕсене чи малтан Михаил Игнатьев саламланă.  Ҫакăн йышши мероприятисем Ҫĕрпӳ халăхĕ ĕҫчен пулнине, ҫĕре юратнине, пĕрне-пĕри хисеплеме пĕлнине кăтартса параҫҫĕ тенĕ. Хăнасене сума сунса кĕтсе илме пĕлни те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.

 Тихвин ярмарки нумай ҫулсем хушши ĕнтĕ суту-илӳ йĕркелемелли тĕп центр пулса тăнă. Мĕнпур республикăра пурăнакансене, вырăнти халăха пĕр чăмăра пухса спорт, культура мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнине асăннă ертӳҫĕсем. Раҫҫейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнисем кулленех ҫак пулăма хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартса пани те куҫкĕретех. Кăҫал уява Раҫҫейри 25 регионтан хăнасем килсе ҫитнĕ.  Палăртма кăмăллă, кашни ҫул тенĕ пек уявсем пĕрле хутăшса, сумлăн та чаплă иртеҫҫĕ тесе хакланă Регион Ертӳҫи.

«Тĕп лапамра ҫĕр ĕҫченĕсем, ял хуҫалăхне хисеплекенсем, ал ĕҫ ăстисем, пултарулăх ушкăнĕсем тата та ытти ҫынсем пухăнаҫҫĕ. Пĕр-пĕрин ҫитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартаҫҫĕ, паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хума тăрăшаҫҫĕ. Туслăх, ăнланулăх туртăмĕсем ҫак уявсенче тата та ытларах хăватланаҫҫĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Регион Ертӳҫи Тихвин ярмарки малашне те вăй илсе ҫирĕплентĕр, Ҫĕрпӳ районĕн инвестици илĕртӳлĕхне лайăхлатма витĕм кӳтĕр тенĕ.

Ҫурхи ĕҫсене ăнăҫлă вĕҫленине кура, тухăҫа та туллин пухса кĕртме чĕнсе каланă вăл.  «Ҫумăрсем сахал мар ҫуса иртрĕҫ. Паян уй-хирте тыр-пул пучахсенче ешерсе ларать. Пирĕн тĕп тĕллев – вăхăтра ăна пухса кĕртесси. Каламасăрах паллă, ҫум-курăксенчен те асăрхасах тăмалла, вăхăтра им-ҫамламалла», – тенĕ Ертӳҫĕ, пурне те ырми-канми тăрăшса ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

Уява пуҫтарăннисене район пуҫлăхĕ Татьяна Баранова тата район администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Борис Марков саламланă, кĕсен муниципалитет ҫитĕнĕвĕсем пирки асăнса хăварнă, хисепе тивĕҫнисене мухтанă.     

Борис Марков ҫурхи ĕҫсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.  Кăҫал район ҫурхи тапхăрпа 19149 га  ҫĕр лаптăкĕ ҫинче тыр-пул акса хăварнине хыпарланă. Пĕлтĕрхинчен чылайтарах ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕрсене тирпейленине пĕлтернĕ. Ҫĕр улмине ытти ҫулхисенчен самай ытларах лартса хăварнă тенĕ ертӳҫĕ. 

Ҫак сăмахсене  район администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан ҫирĕплетнĕ, муниципалитет усă курăнмасăр выртакан ҫĕрсемпе тĕллевлĕн ĕҫлет тенĕ.  Район администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан хăйĕн сăмахĕнче усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене тирпейлес ĕҫ кун йĕркинче тăнине, тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать тенĕ. Пĕлтĕр районта 824 га лаптăк ҫĕре ĕҫлеттерсе янă. Кăҫал та кăтартăва 500 га ҫитерме тĕллев лартнă.  Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, Ҫĕрпӳ районĕн пуласлăхĕ пысăк тенĕ, пĕр тикĕс ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан муниципалитет тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ.

Саламсем ҫумне ытти официаллă ҫынсем те хутшăннă, агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсене тата ветеранӗ­сене ыр­ми-канми тӑрӑшулӑхшӑн, хресчен ӗҫне парӑннӑшӑн тата ҫӗр-ан­не­мӗре чунтан юратнӑшӑн пурне те тайма пуҫ тенĕ. Ҫирӗп сывлӑх, тӑван Чӑваш Енпе аслӑ Раҫҫей ырлӑ­хӗшӗн тӑ­вакан пархатарлӑ ӗҫре ҫителӗклӗх тата ҫитӗнӳсем суннă. 

 Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.  Курма пыракансем ҫав тери хĕпĕртенĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика