Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли программӑна хӑвӑртлатмалли майсене пăхса тухма сĕннĕ
03.07.2020Олег Николаев нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли программӑна хӑвӑртлатмалли майсене пăхса тухма сĕннĕ

Олег Николаев предложил механизмы ускорения программы капитального ремонта многоквартирных домов

Утă уйăхĕн 3-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ĕҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвне ирттернӗ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри –  нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли сферӑра саккунсене пурнӑҫланине тата программӑна пурнӑҫа кĕртнĕ май сиксе тухакан ыйтусене  тишкересси.

Сӑмахран, саккунсем  пĕр организацинех аукционсене,  строительство тӗрӗслевне, строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене те хутшӑнма май параҫҫӗ, ҫакӑ вара пурнӑҫлакан ӗҫсен пахалӑхне чакарма пултарать. Олег Николаев строительство ӗҫне тӗрӗслеме пӗрлехи заказчик службине явӑҫтармалли майсене пӑхса тухма хушнӑ.

Унсӑр пуҫне регион ертӳҫи виҫӗ ведомствӑна – Финанс министерствине, Строительство министерствине тата  Тӗп юсав фондне – Раҫҫей коммерци банкӗсенчен пӗринче "лайӑх шутласа тата шанчӑклӑн" вырнаҫтармалли механизмсене тишкерме хушнӑ. Ҫакӑ Фонд счечӗ ҫине хушма процентпа тупӑш хывма тата республикӑри тӗп юсав программине хӑвӑртрах пурнӑҫлама май парать тенĕ вăл. Ҫавӑн пекех Олег Николаев тӗп юсавшӑн укҫа-тенкӗне комиссисĕр тӳлеме май паракан мелсене пăхса тухма сĕннĕ.

Палӑртса хӑваратпӑр,  Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кӑҫал  нумай хваттерлӗ 49 ҫурта юсанӑ. Ытти ӗҫсене малалла тӑсаҫҫӗ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика