Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансем хускатнă йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тăрăх ятарлă хушусем панă
22.10.2019Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансем хускатнă йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тăрăх ятарлă хушусем панă

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче Пуҫлăх нумаях пулмасть журналистсемпе ирттернĕ уҫă калаҫу пирки чарăнса тăнă, «тӳрĕ лини» вăхăтĕнче хускатнă ыйтусем тавра сăмахланă.

Шупашкарта пурăнакансем транспорт ҫинче ҫӳреме ирĕк паракан пĕрлехи билет ыйтăвĕ ҫинчен сăмах пуҫарнă.  Троллейбус тата автобуссем ҫинче вăл билетпа усă курма ирĕк пулсан питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ теҫҫĕ граждансем. Хăшĕ-пĕрисене «Новосельская» автостанци ыйтăвĕ те канăҫсĕрлетнĕ. Нумай чухне муниципалитетсем хушшинчи маршутсемпе ҫӳрекен транспортсем «Роща» чарăну тĕлĕнче халăха пухма тăрăшаҫҫĕ.  Тепре чухне вара калама та ҫук ҫав тери нумай транспорт пухăнса каять палăртнă тĕлте.  Халăх унталла, кунталла чупма пуҫлать, пĕрне-пĕри курмасăр, йывăрлăхсем те кăларса тăратать.  Палăртса хăвармалла, сăрă схемăсемпе таксистсем те ĕҫлесе халăха илсе ҫӳретме пăхаҫҫĕ.  

Обществăлла транспорт ыйтăвĕсемпе Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем кăмăллă мар пулни куҫкĕретех.  Ирхине тата каҫ кӳлĕм ĕҫ хыҫҫăн халăха кирлĕ пек вырăна ҫитме ҫителĕклĕ мар транспорт ҫӳрени пăшăрхантарать. Вăраха кайса ҫынсем транспорт кĕтсе тăни те сахал мар чăрмав кӳрет.

Тепĕр ҫивĕч ыйту – Электроаппаратчиксен бульварĕ ҫывăхĕнчи ҫул-йĕрсене юсани, строительство ĕҫне тăсса яни пăшăрхантарнă халăха. Транспортпа ҫӳрекенсем чылай вăхăт хушши пăкăсенче лараҫҫĕ. Бульвара юсаса пĕтерсен, ҫитес эрнере пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине хыпарланă Чăваш Республикин тĕп хулин пуҫлăхĕ Алексей Ладыков.

Тепĕр пысăк ыйту – ҫӳп-ҫапа вăхăтра тиесе тухманни.  Яланхиллех мĕнпур вырăнта ҫителĕклĕ таран контейнерсем вырнаҫтарман. «Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле регионти операторăн ыйтăва туллин татса памалла», - асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Тӳрĕ лини» вăхăтĕнче хускатнă ыйтусене, хăшĕ-пĕрисене ҫийĕнчех хурав паманнисене ятарлă министерствăсем патне илсе ҫитернĕ, Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсен ертӳҫисене уйрăм ыйтусемпе ятарлă сĕнӳсем панă, нумайăшне ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика