Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем хăйсен ĕçченĕсене ĕç укçин шалăвĕпе тивĕçтерме тытăннă
30.12.2016Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем хăйсен ĕçченĕсене ĕç укçин шалăвĕпе тивĕçтерме тытăннă

 Оперативлă информаци тăрăх, раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти тракторсен завочĕ, хăйĕн ĕçченĕсене ĕç укçин шалăвĕпе тивĕçтерме тытăннă.  2016-мĕш çул вĕçленнĕ тĕле мĕнпур ĕç укçин парăмне халăха парса татма шантарать.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лару-тăрăва пĕтĕмлетнĕ май, çапла палăртнă: «Тракторсем кăларакан завод йывăрлăхне регион ертӳлĕхĕ кулленех çирĕп тĕрĕслевре тытать. Республика Правительстви асăннă ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрать», - тенĕ. «Çак палăртнă йывăрлăх экономикăна кăна сиен кӳмест, халăхшăн çав тери çивĕч, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăрать. Предприяти ертӳлĕхĕ патне хамăр енчен сахал мар ыйтса çырнă. РФ Правительстви ыйтусем çине яланах пысăк тимлĕх уйăрнă. Паян вара палăртма кăмăллă, кăтарту та куçкĕретех», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Чăваш Республикин Экономика министерстви пĕлтернĕ тăрăх, предприяти çынсене ĕçе илме йыхравлать.  Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне «Промтрактор-Промлит» ТМЯОра ĕç укçин парăмĕ  84228,16 пин,  «Промтрактор-Вагон» АХОра - 5673,81 пин, «Промтрактор» АУОра 69950 пин, «Завод модельной оснастки» ТМЯОра - 4077,7 пине çитнĕ.

 Аса илтеретпĕр, раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче, ĕç укçин парăмĕсене çулталăк вĕçленнĕ тĕле пĕтĕмпех парса татма сĕннĕ.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика