Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине палăртса федераци шайĕнче 40 ытла пысăк мероприятисем пуласси паллă
18.09.2019Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине палăртса федераци шайĕнче 40 ытла пысăк мероприятисем пуласси паллă

В рамках празднования 100-летия образования Чувашской автономной области состоится около 40 мероприятий всероссийского и международного уровня Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2020-мĕш ҫулта Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланă йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ.

Канашлăва пухăннисем уяв мероприятийĕсене тĕплĕн пăхса тухса сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче уяв мероприятийĕсене регионта кăҫал ҫулталăк вĕҫĕнчех ирттерме тытăнассине хыпарланă. Тĕп мероприяти Шупашкарта 2019 ҫулта раштав уйăхĕн варринчех пулассине те пĕлтернĕ.

2020-мĕш ҫулта вара Чăваш Енри мĕнпур хуласемпе районсенче ҫӳлерех асăннă уява палăртса анлă мероприятисем иртесси куҫкĕретех.   Федераци шайĕнче чылай мероприяти ирттерме плана кĕртнĕ. Чи анлă сарăлнисем Акатуй, Раҫҫей ҫăл куҫĕсем мерприятисем тата ыттисем те. «Ҫулталăк юрри» тĕрлĕ халăхсен хушшинче иртекен анлă сарăлнă проектăн ертӳҫи – Раҫҫей халăх артистки Ангелина Вовк пирĕн республикăра мероприятине ирттерме кăмăл тăвасси те паллă, халлĕхе кун пирки уҫă калаҫусем иртеҫҫĕ.   Паллă пулăмсенчен пĕри –  Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнин ятарлă паллине районтан района илсе ҫитересси.  Хулара «Амазония» этнокомплексра, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пысăк та чаплă мероприятисем ирттерме плана кĕртсе хăварнă.  

«Уявсем пурин кăмăлне те ҫĕклемелле. Пирĕн паха ĕҫ опычĕ пур. Эпир пĕрре мар ун пирки ҫирĕплетсе пама пултартăмăр. Кăҫал Чăваш Республикин тĕп хулине 550 ҫул ҫитнине ҫав тери лайăх хатĕрленсе ирттертĕмĕр. Апла пулсан, ҫывхарса килекен мероприятине те курăмлă ирттерессишĕн тăрăшмалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине уявласси пирки Указа алă пуса ҫирĕплетнĕ, вăл ĕҫе Раҫҫейри мĕнпур субъектсенчи патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансене хутшăнма сĕннĕ.  Паллă уявсене ирттерме ют ҫĕршысем те кӳлĕнесси куҫкĕретех.  Кӳршĕллĕ регионсем уяв пирки анлă мероприятисем ирттерме кăмăл тунă. Самара, Крым, Мускав, Санкт-Петербург, Ульяновск облаҫĕсенче тата ытти субъектсенче те чаплă мероприятисем йĕркелесе ирттересси куҫкĕретех пулĕ.      

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов хăйĕн сăмахĕнче, регионта МИХсенче ĕҫлекенсене ҫӳлерех асăннă мероприятисене анлă ҫутатса пама калание,  ятарлă специалистсем мĕнпур уявсем пирки сюжетсем хатĕрлеме тĕллев лартнине те хыпарланă министр сăмаха малалла тăснă май. Апла пулсан, ырă ĕҫсем туни ҫинчен хыпарсем сарăласси паллă, тĕрлĕ халăхсем пирĕн ҫитĕнӳсемпе паллашĕҫ, паха енсене курса ĕненĕҫ.  Федераци шайĕнче уяв чаплă иртесси пĕрре те никама та иккĕлентермĕ.

Чăваш Енри паллă ҫынсем пирки, паха ĕҫсемпе ҫитĕнӳсем ҫинчен ытларах хыпарсене халăх патне илсе ҫитерме чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăвашсен йăли-йĕрки, пурнăҫĕ, ăс-хакăл тĕнчи малти вырăна тухмалла, вĕсем пирки ҫитĕнекен ăрăва пĕлтерсе пымаллине палăртса каланă регион Пулăхĕ.  

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика