Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Енри коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Координаци комиссийĕн анлă ларăвне ирттернĕ
10.10.2017Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Енри коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Координаци комиссийĕн анлă ларăвне ирттернĕ

 Состоялось заседание Комиссии по координации работы по противодействию коррупции в Чувашской Республике

  Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Енри коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Координаци комиссийĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ мероприятине республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă.

Лару ĕҫне пуҫланă май, Чăваш Республикин Пуҫлă  хĕ РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Республикине коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе Наци планне пурнăҫа кĕртме пилотлă регион тесе йышăннă.  Республикăра коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе  тĕрлĕ анлă мероприятисем йĕркелесе пынине палăртса хăварнă.  Унăн тĕп тĕллевĕ - должноҫре ĕҫлекен ҫынсене тупса палăртса явап тыттарнсĕр пуҫне, инкек пулассинчен асăрхануллă пулма вĕрентесси, профилактика ĕҫне курăмлăрах сарасси пулнине асăнcа хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Халăха йĕрке пăсассинчен пăрса ярасси тĕп вырăнта пулнине палăртаҫҫĕ ертӳҫĕсем.

Канашлу ĕҫне малалла тăснă май, Чăваш Республикинчи тĕрĕслевпе шутлав палатин ертӳҫи Светлана Аристова хăйĕн докладĕнче регионта йĕркелесе ирттернĕ тĕрĕслев ĕҫĕсем пирки каласа кăтартнă, йĕрке пăснă тĕслĕхсем ҫинчен чарăнса тăнă, ҫитменлĕхсемпе паллаштарнă.   Калăпăр, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен хăтлă хваттерсене куҫарассипе йышăннă тĕллевлĕ программăна 2013-2017 ҫулсем валли пăхса хăварнă,  пурнăҫа кĕртес ĕҫре укҫа-тенкĕпе ҫыхăннă кăлтăксене тупса палăртнине пĕлтернĕ.

Палăртса хăваратпăр, ҫак программăна пурнăҫлама Чăваш Республикинчи 23 муниципалитет пĕрлешĕвне, пĕтĕмпе 5 млрд ытла укҫа уйăрнă.

«Ĕҫе йĕркене кĕртме пĕтĕмпе 2,7 млрд тăкакланă.  Тĕрĕслевсем пулнă хыҫҫăн, 33,7 млн тĕллевлĕн усă курманнине палăртнă.  Бюджета каялла 16 млн тавăрcа памалла. 2017 ҫул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2,7 млн куҫарнă бюджета», - тесе каланă Светлана Аристова.  

Асăрхав ведомствин ертӳҫи палăртнă тăрăх, паянхи кун тĕлне пурăнмалли 87 ҫурта халăха куҫарманнине асăннă вăл.

Программăн  I–II-мĕш тапхăрĕпе республикăри 10 муниципалитетри аварийлĕ 85 ҫурта салатса пăрахнă. «Темĕнле сăлтавпа пурăнма юрăхсăра тухнă 20 ҫуртра  25 ҫемье халĕ те куҫман», - тесе пăшăрханса каланă Чăваш Республикинчи тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ.  

Михаил Игнатьев ҫак юрăхсăр ҫуртсене комисси тухса тĕрĕсленине каланă, вĕсенче ҫынсене пурăнма юраманнине палăртнă тенĕ. «Кĕске вăхăт хушшинче ҫынсене хăтлă хваттерсене куҫармалла», - тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, Чăваш Республикин строительство министрне Владимир Михайлова укҫа-тенкĕ ыйтăвне ҫирĕп тĕрĕслеме, муниципалитетсем йышăннă килĕшӳ ĕҫĕсене пурнăҫланипе пурнăҫламаннине асăрхама хушнă, йĕрке пăсакансене учета илме каланă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ хăйĕн сăмахĕнче, программăн I–III-мĕш тапхăрĕпе пĕтĕмпе 9,51 пин ҫынна куҫарнине пĕлтернĕ,   программăн IV-мĕш тапхăрĕпе пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 6 ҫурт хăпартса лартнине палăртнă. Ҫуртсем Шупашкарпа Шупашкар районĕнче ҫĕкленсе ларнине асăннă.

Владимир Михайлов муниципалитетсем Чăваш Енри Тĕрĕслевпе шутлав палати тупса палăртнă кăлтăксене епле йĕркене кĕртсе пĕтерни ҫинчен каласа кăтартнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн регионти Управленийĕн ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Анатолий Митин хăйĕн докладĕнче республикăра асăннă ыйтупа лару-тăру япăхах маррине пĕлтернĕ, мĕнпур йĕрке пăснă тĕслĕхсенчен 0,1 проценчĕ   ҫеҫ ҫак асăннă категорине кĕнине палăртнă. 2016 ҫулта пĕр тĕслĕхпе уголовлă майпа ĕҫ пуҫарнине аса илнĕ.  Малашне те йĕрке пăсакансене тупса палăртсан, вĕсем пирки хыпарсене асăннă службăна та илсе ҫитерме сĕннĕ ертӳҫĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствинчи экономика хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерекен управленийĕн пуҫлăхĕ Андрей Семенов программăна пурнăҫа кĕртнĕ тапхăрта пĕтĕмпе 120 тĕрĕслев йĕркеленине асăннă.  Бюджет укҫипе тĕллевлĕн усă курнипе курманни пирки самай ыйтусене ҫирĕп тĕпченине палăртнă, пурĕ 59 йĕрке пăснă тĕслĕхе шута илнине, 14-шĕпе уголовлă майпа ĕҫ пуҫарнине пĕлтернĕ.  

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн докладĕнче, муниципалитетра пурăнма юрăхсăра тухнă 263 ҫуртран халăха хăтлă 2230 хваттере куҫарнине пĕлтернĕ. Граждансем вара, вĕсене уйăрса панă хваттерсене пур чухне те куҫма килĕшменнине пăшăрханса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Программăн IV тапхăрĕпе пĕтĕмпе юрăхсăра тухнă 30 ҫурта ишнĕ. Вĕсенче пурĕ 31 ҫемье пурăннă. Программăна пурнăҫа кĕртнĕ тапхăрта бюджет укҫи-тенкине самай перекетлеме май килнине ырă хыпара каланă вăл.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский  хăйĕн сăмахĕнче, хулара ҫĕнĕ ҫуртсене тин ҫеҫ хута каякан микрорайонсенче хăпартса лартнине палăртнă, вĕсенче инфратытăм чаплă маррине асăннă. Ача сачĕсем, шкулсем пулманнине палăртса хăварнă. Шăпах та, ҫак сăлтавпа халăх ҫĕнĕ хваттерсене куҫасшăн маррине палăртнă вăл. Граждансене  вăл ыйтусем йывăрлăх кăларса тăратаҫҫĕ тенĕ сăмаха тăсса.

Программăн I–IV-мĕш тапхăрĕпе регионта 12 пин ҫынна хăтлă хваттер парса тивĕҫтернине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Муниципалитет ертӳҫисене малашне те халăхпа тăтăшах тĕл пулма каланă, вĕсен прависем пирки ăнлантарса пама сĕннĕ.  Сăмаха май, программа 2019-мĕш ҫулччен ĕҫленине асăна хăварнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕрĕслевсем ытларах чăрмавсем ан пулччĕр тесе йĕркеленине асăннă.  Конкурссем ирттернĕ чухне бюджет укҫипе пĕлсе тата тĕрĕс усă курас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Регионти муниципалитетсем пур те Чăваш Республикинчи Федераци казначействин Управленине тĕрĕслев ĕҫĕсене йĕркелеме килĕшӳсем туманнине асăнса хăварнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пурне те тĕллевлĕн ĕҫлесе ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма хушнă. «Чăваш Енре  финанс юхăмне уҫăмлă йĕркелемелле», - тенĕ вăл.  

Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем, Шупашкар районĕнчи лару-тăру пирки тĕплĕн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев  хăйĕн сăмахĕнче, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе тупса палăртнă йĕркесĕрлĕхсене сирсе ярассин ĕҫне кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыманнине асăннă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева ҫӳлерех асăннă районта ҫĕрсемпе усă курассипе ыйту епле пурнăҫа кĕрсе пыни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.

Федерацин транспорт сферинчи асăрхав службин Вăтам Атăл тăрăхĕнчи  регионсен хушшинчи управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Юрий Титов хăйĕн докладĕнче нормативлă ĕҫ хучĕсем пирки ытларах чарăнса тăнă, Вĕсем пĕтĕмпех РФ Федерацин 2015 ҫулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 220-мĕш №-лĕ  саккунĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленмеллине палăртнă.

Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Александр Рыбаков хăйĕн сăмахĕнче халăха илсе ҫӳретекен транспортсен хуҫисемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттерни ҫинчен каласа кăтартнă.  Ыйтусене халăхпа пĕрле пăхса тухмаллине асăннă. «Маршрутсăр тăрса юлнă предпринимательсем кăштах хăйсем кăмăлсăр юлни пирки пĕлтереҫҫĕ.  Конкурс ĕҫĕсене кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттерме сĕнеҫҫĕ», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.  «Паян муниципалитетра халăха илсе ҫӳретекен транспортсен хуҫисем хушшинче хăш-пĕр йывăрлăхсем сиксе тухни сисĕнет.  Маршрутсем сахалланнă. Конфликт кирлĕ мар ҫĕртен сиксе тухнă.  Предпринимательсем хушшинче социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйту кăткăс тăрать, ҫакна эсир, хула администрацийĕн пуҫлăхĕ пулнă май, тупса кăларнă», - тесе ҫирĕп каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Алексей Ладыкова.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Алексей Тимофеев  регион шайĕнче кирлĕ пек ĕҫ хучĕсене хатĕрлессипе анлăн ĕҫление палăртнă.  Ятарлă специалистсем ыйтăва ҫирĕп пăхса тухнине пĕлтернĕ.

Алексей Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче тата ҫакна та каласа хăварнă, Чăваш Республикинчи Транспорт министерстви, кулленех халăха турттарассипе транспортсен йĕркине федерацин саккунĕпе килĕшӳллĕн ҫирĕплетнине, свидетельство парса тивĕҫтернине, маршрутсен картти те пуррине каланă.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министерствине ыйтăва вăраха тăсмасăр вĕҫне-хĕрне ҫитерме хушнă.  Кирек епле ыйтăва татса париччен, чи малтанах республикăри район тата хула халăхĕпе тĕплĕн пăхса тухмаллине каланă, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илме хушнă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика