Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев граждансем коронавируспа ҫыхăннă кирлĕ пек мĕнпур чарусене епле пăхăнса пынине ҫирĕп тĕрĕслеве илме чĕнсе каланă
08.04.2020Олег Николаев граждансем коронавируспа ҫыхăннă кирлĕ пек мĕнпур чарусене епле пăхăнса пынине ҫирĕп тĕрĕслеве илме чĕнсе каланă

   Ака уйăхĕн 8-мӗшӗнче  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗн пуҫламӑшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев коронавируспа хирĕҫ кĕрешессипе пурнăҫланакан профилактика мероприятийĕсен кулленхи лару-тӑрăвĕ ҫинчен оперативлӑ хыпарсемпе паллаштарнă.

   Ака уйăхĕн 7-мӗшӗ тĕлне, ирхи пĕтĕмлетӳ тăрăх,  Чӑваш Енре COVID-19 чирĕпе аптракан 17 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Вĕсене пурне те ятарлă ҫирĕп йĕркепе сиплев учрежденийĕсене вырнаҫтарнă.  Маларах тупса палӑртнӑ пациентсенчен пӗри сывалнӑ. Медицина сӑнавӗнче регионта 795 ҫын тăрать.

   Пӗтӗмӗшле калас пулсан,  Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри лару-тӑру ҫирĕп тĕрĕслевре, пăтăрмахсем ҫук.

   "Ӗнер республикӑра изоляци ҫинчен хушма ҫирĕп йышӑну тунă. Ҫакӑ чирлесе ӳкнисен йышӗ ӳснипе  ҫыхăннă. Хӑш-пӗр медицина учрежденийӗсенче халăха йышăнмалли ĕҫе вăхăтлăха пăрахăҫланă", - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

   Олег Николаев граждансем кирлĕ пек мĕнпур чарусене епле пăхăнса пынине ҫирĕп тĕрĕслеве илме чĕнсе каланă.  

   "Ҫак кунсенче пассажирсене саккунсӑр майпа турттарни пирки тĕслĕхсене тупса палăртнă.  Коронавирус сарăлас хăрушлăх ӳснĕ.  Ҫавна май Чӑваш Ен Транспорт министерствине тата Шалти ĕҫсен министерствине ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрмалла», - тесе асăрхаттарнă вăл.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика