Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей гвардийĕн Чăваш Республикинчи (СОБР) уйрăмне йĕркелесе янăранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă
12.03.2018Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей гвардийĕн Чăваш Республикинчи (СОБР) уйрăмне йĕркелесе янăранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей гвардийĕн Чăваш Республикинчи (СОБР) уйрăмне йĕркелесе янăранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă.   Криминалпа йĕркесĕрлĕхе, терроризмпа экстремизма хирĕҫ кĕрешессипе Раҫҫей гвардийĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче вăй хуракансем сахал мар ĕҫ пурнăҫланă.

«СОБР ĕҫченĕсем пурте тенĕ пекех «хĕрӳ» точкăсенче пулнă, патшалăх наградисене тивĕҫнĕ. Эсир чăннипех те пысăк хисепе тивĕҫлĕ. Кирек епле йывăр лару-тăрура та лартнă тĕллевсем патне ҫитме пĕлетĕр», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Тепре чухне, хăвăра шеллемесĕрех, йывăрлăхсене сирсе ярас тесе, пурнăҫа пама та хатĕр.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ СОБР ĕҫченĕсене хăйсене шанса панă ĕҫе тивĕҫлĕ шайра пурнăҫласа пынăшăн мухтаса тав тунă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсем тума суннă.  

Ҫак кун торжествăлла пулăма Атăлҫи федераци округĕнчи Раҫҫей Наци гвардийĕн командующийĕн ҫумĕ Евгений Березин хутшăннă,  Раҫҫей наци гвардийĕн Атăлҫи федераци округĕнчи ҫарсен командующийĕн ячĕпе пухăннисене саламланă, ведомство сотрудникӗсем хуть хӑш саманара та халӑхпа ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнине, хӑйсен тивӗҫне яланах чыслӑн тата паттӑррӑн пурнӑҫланине каланă.

 Хальхи пурнӑҫ уйрӑмах йывӑр та яваплӑ тӗллевсем лартать, йĕркесĕрлĕхпе терроризма хирĕҫ кӗрешес ыйтусем кун йĕркинчех тăраҫҫĕ. Кашнинчех СОБР ӗҫченӗсем паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартаҫҫӗ, Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхне туллин тивӗҫтереҫҫӗ.

Паллă мероприятинче пухăннисене ҫакăн пекех Росгвардийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пуҫлăхĕ Алексей Ежеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ, генерал-майор Сергей Неяскин саламланă.

«Всероссийского физкультурно-спортивного общества «Динамо» общество патшалăх организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ, ОВД тата ВВ ветерансен республикăри организацийĕн председателĕ, отставкăри генерал-майор милици Михаил Киселев СОБР ĕҫченĕсене  спортри ҫитĕнӳсемшĕн мухтаса медальсем парса хавхалантарнă.    

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика