Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пысăк çитĕнӳсемпе палăрнă, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен çынсене наградӑсем парса чысланă
29.12.2020Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пысăк çитĕнӳсемпе палăрнă, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен çынсене наградӑсем парса чысланă

Состоялась церемония вручения государственных наград Российской Федерации и Чувашской РеспубликиРаштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пысăк çитĕнӳсемпе палăрнă, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен çынсене наградӑсем парса чысланă.

Вӑл пухăннă ентешсене хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине палăртса ирттернĕ мероприятисене хастар хутшăннăшăн чун-чĕререн тав тунă.

 «Паян Пирогов орденне пама мана уйрăмах питĕ кăмăллă тата ҫакӑ  пысăк чыс», - тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Шурă халатлӑ сывлӑх хуралҫисем кăшăл вирус амакĕпе хирĕҫ кĕрешессипе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ, чирлисене медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕҫтерессишĕн хăйсене шеллемесĕр вăй хураҫҫĕ.  Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкар хула больницин тĕп тухтăрăн çумĕ Вера Алексеева тата Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Сергей Ефимов ковид чирĕпе кĕрешес енĕпе тухăçлă ĕçленĕшĕн Пирогов орденне тивĕçнĕ.

«Пысăк награда пани маншăн ырă кĕтменлĕх пулчĕ. Ку - мана кăна мар, пĕтĕм коллектива хаклани. Вăл малашне Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн, халăх сывлăхĕшĕн тата ытларах ĕçлеме хавхалантарать», - терĕ Раҫҫей Президенчӗн Тав сӑмахне тивӗҫнӗ Шупашкарти Хулан тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Татьяна Маркелова.

Регион Пуҫлăхĕ уйрăмах патшалăх тата муниципалитет служащийĕсене палăртса хăварнă, вĕсен яваплă ĕҫĕ халăхшăн пархатарлă пулнине каланӑ.  «Кăҫал сахал мар тăрăшма тиврĕ.  Нумай ĕҫе ҫĕнĕлле йĕркелеме, палăртнă тĕллевсене васкавлӑн татса памалла пулчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫлесе чылай ҫĕнĕ ĕҫ пурнăҫларăмăр», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май

Йĕпреҫ районĕнче пурăнакан Ивановсен ҫемйи тĕслĕхре. Нумай ачаллă ҫемье «Ашшĕ-амă-шĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçнĕ.  Вĕсен хăйсен тăватă ача, кунсăр пуҫне ултă ача усрава илнĕ. Константин Васильевичпа Зинаида Яковлева ҫитĕнекен ăрăва ырӑ тĕслĕх кăтартаҫҫĕ,  туслă пурăнма, пĕрне-пĕри хисеплеме, ҫемье ăшшине тытса пыма вĕрентеҫҫĕ.  Иккĕшĕ те вĕсем шкулта ĕҫлеҫҫĕ, ачасене тарăн пĕлӳ парассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ.

Чăваш патшалăх аграри университечӗн проректорӗ Людмила Корнилова Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕҫнĕ.  «Ҫитес ҫул Раҫҫейре Наукăпа технологи ҫулталăкĕ тесе палăртнă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ.  Пирĕн аслă шкул 90 ҫул тултарать. Вĕренӳ кирлĕ пек шайра аталанса пытăр тесе малашне те тăрăшса ĕҫлĕпĕр.  Аграри тытăмĕ республикăра анчах мар, ҫĕршывра та мала тухса ыттисене ĕҫлеме хавхалантартăр», - тенĕ  Людмила Корнилова хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.   

Чăвашпотребсоюз председательне  Валерий Павлова «Тӑван ҫĕршыв умĕнчи тава тивĕҫлĕ ĕҫ-семшĕн»  II-мӗш степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ. Вăл хăйсен ĕҫне пысăка хурса хакланăшăн ултă пин ытла ҫынна пӗрлештерсе тӑракан пысăк коллектив ячĕпе республика Пуҫлăхне чун-чĕререн тав тунă.

Пӗтӗмпе 26 ҫынна патшалăх наградисем парса хавхалантарнӑ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика