Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Созвездие мужества» Пĕтĕм Раҫҫейри IX-мĕш фестиваль ҫĕнтерӳҫисемпе тĕл пулнă
07.12.2017Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Созвездие мужества» Пĕтĕм Раҫҫейри IX-мĕш фестиваль ҫĕнтерӳҫисемпе тĕл пулнă

Михаил Игнатьев приветствовал кадетов Новочебоксарского лицея – победителей Всероссийского фестиваля «Созвездие мужества» Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Созвездие мужества» хăрушсăрлăх тата ҫынсене ҫăлассипе ҫыхăннă темăпа йĕркеленĕ Пĕтĕм Раҫҫейри IX-мĕш фестиваль ҫĕнтерӳҫисемпе, пушар сӳнтерме пĕлекен чи ҫамрăк яш-кĕрĕмпе, Ҫĕнĕ Шупашкарта лицейра кадет классенче хăйсен ăсталăхне туптакансемпе тĕл пулнă, вĕсене ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнĕшĕн регион Пуҫлăхĕ ăшшăн саламланă.

Палăртса хăваратпăр, ҫамрăк шкул ачисем Мускавран раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче таврăннă. Ҫĕнĕ Шупашкарти  лицейра ăс пухакан «Ангелы в боевках» ушкăн Раҫҫей Федерацийĕн гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫĕн Министрĕнчен Владимир Пучковран, РФ Президенчĕ ҫумĕнчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйĕнчен  Анна Кузнецовăран, «Раҫҫейри ҫăлавҫăсен пĕрлешĕвĕ» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн Аслă канашĕн председателĕнчен Сергей Щетининран тата Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕн ҫумĕнчен Ирина Яроваяран саламсем йышăннă.     Пĕтĕмпе 22 ҫын хисепе тивĕҫнĕ. Ачасем ҫамрăк пулин те йывăрлăхсенче инкексене лекнисене ҫăлма пĕлеҫҫĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ обществăлла ĕҫсене кулленех хутшăнать.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев ачасене малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика