Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулин ертӳҫипе Андрей Константиновпа тата хула администрацийĕн пуҫлăхĕпе Виталий Михайловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
31.07.2018Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулин ертӳҫипе Андрей Константиновпа тата хула администрацийĕн пуҫлăхĕпе Виталий Михайловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулин ертӳҫипе Андрей Константиновпа тата хула администрацийĕн пуҫлăхĕпе Виталий Михайловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем муниципалитетра пурăнакан халăх ырлăхĕшĕн пурнăҫламалли ĕҫсем пирки тĕплĕн канашланă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Канаш хули сахал мар укҫан пулăшу тивĕҫнине хыпарланă, кăтарту 1 млрд 600 млн танлашать тенĕ.  Мĕнпур ĕҫсене пурнăҫлама вырăнти халăхăн та активлăрах ĕҫе хутшăнмалла, пуҫаруллă проектсем тăратмалла. Яланах хастар пулмалла.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. Халăх энергоресурсемпе усă курнăшăн укҫана вăхăтра тӳлеменни сисĕнкелет.

Канаш хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртсе пыма шантарнă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика