Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев пуҫарăвне пула пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшне чакарман
13.05.2020Олег Николаев пуҫарăвне пула пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшне чакарман

Благодаря Олегу Николаеву величина прожиточного минимума в Чувашии снова не снизиласьПаян, ҫу уйăхĕн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш Енре 2020 ҫулхи I кварталта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшӗ ҫинчен калакан ĕҫ хучĕн проектне сӳтсе явнă.

Чӑваш Ен ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова 2019 ҫулхи IV кварталти кăтартусемпе танлаштарсан халăха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшӗ вӑтамран 1,0 % чакнине, вăл 9188 тенкӗ пулнине пӗлтернĕ.

"Ҫак тӑкаксен йышӗ апат-ҫимӗҫ продукчӗсен статйипе ӳснĕ,  пулӑшу ӗҫӗсем, хăш-пĕр тӳлевсем чакнă", -  тесе ӑнлантарнă Алена Елизарова.

Анчах та Олег Николаев пуҫарăвĕпе йышăннă "Чӑваш Республикинче пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ҫинчен" Чăваш Республикинчи Саккунӗпе килӗшӳллӗн унӑн виҫи малтанхи квартал шайӗнче пулмалла.

Ҫавӑнпа та кăтартăва 2020 ҫулхи I кварталта, пӗтӗмӗшле илсен, 2019 ҫулхи IV квартал шайӗнче палӑртма сӗннӗ. Ӗҫлеме пултаракан халӑх валли 9875 тенкӗ, пенсионерсем валли – 7576 тенкӗ, ачасем валли – 9254 тенкӗ. Сӑмах май, ҫак кӑтартупа Чӑваш Республики хальхи вӑхӑтра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен хушшинче 9-мӗш вырӑн йышӑнать.

Аса илтеретпӗр, нарăс уйăхĕн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Олег Николаев пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе калӑпӑшне чакарассине хирӗҫленĕ, Чӑваш Ен Ĕҫлев  министерствине регион саккунне май килнӗ таран кӗске вӑхӑтра тӳрлетӳ кĕртме хушса хӑварнăччĕ.

Тепӗр эрнерен, нарăс уйăхĕн 19-мӗшӗнче, тивӗҫлӗ саккун проектне республика Правительствин черетсӗр ларӑвӗнче ырланӑ. Нарăс уйăхĕн 28-мӗшӗнче саккуна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне икӗ вулавра йышӑннӑ.

Палӑртса хӑваратпăр: пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе вӑл – потребитель карҫинккин хакӗ, ҫавӑн пекех тӳлевсен хакӗ, ăна кашни кварталта пăхса тухмалла.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика