Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Михаил Игнатьев чăваш халăх пултаруллăхĕн хастарĕпе Вера Орловăпа тĕл пулнă
17.10.2019Михаил Игнатьев чăваш халăх пултаруллăхĕн хастарĕпе Вера Орловăпа тĕл пулнă

Михаил Игнатьев встретился с активисткой чувашского народного творчества Верой ОрловойЮпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн пултаруллă ҫыннипе, аслă ҫулсенчи сумлă ватăпа Вера Орловăпа тĕлпулу ирттернĕ.  

Нумай ҫулсем хушши аслă ҫулсенчи хĕрарăм «Синьял» ансамбль йышĕнче паха юрăҫ пулса ĕҫленĕ, пĕрре мар Мускавра пулнă.  Унта час-часах ăна уяв мероприятийĕсене хутшăнма тӳр килнĕ.   

Чăваш халăх юррисене упрас ĕҫе витĕм кӳнĕшĕн 87 ҫулхи ентешĕмĕре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Ҫамрăксене чăвашсен йăли-йĕркисене вĕрентсе пынăшăн ырланă Ертрӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.

Вера Орлова чăваш фольклорĕ пирки чарăнса тăнă, ăна калăпласа кăларма тĕрев ыйтнă регион Ертӳҫинчен. Аслă ҫулсенчи хăрарăм пĕтĕм кăмăлпа халăх юррисене пĕр чăмăра пухса пыма тăрăшать.   2007 ҫулта вăл туй юррисен пуххине хатĕрлесе кăларнă.  Унăн ал ĕҫĕсем гуманитари наукисен тĕпчев институчĕн архивĕнче упранаҫҫĕ.  Ҫĕнĕ кĕнеке пуххинче вара салтак юррисем, Ҫăварни  уявĕн хайлавĕсем тата ытти сăвă-юрăсем те вырăн йышăнĕҫ.

«Эсир пурнăҫа юратни, пултарулăх патне туртăнни, халăх йăли-йĕркине хисеплеме пĕлни, таса чун-чĕреллĕ пулни паха тĕслĕх вырăнĕнче ыттисемшĕн», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.   

Халăхăн туприне, йăли-йĕркине упрас ĕҫ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса каланă Ертӳҫĕ, юрăсен пуххине хатĕрлени те вырăнлă тесе килĕшнĕ сĕнӳпе.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине хатĕрленсе ирттерекен пысăк мероприятисем пирки кĕскен каласа кăтартнă хăнана.

Килнĕ хăнана уйрăмах сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырас ĕҫе хастар хутшăннăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ҫулсем пур пулин те аслă ҫулсенчи Вера Орлова кулленех республикăра иртекен массăллă спорт мероприятийĕсене час-часах хутшăнса ыттисене паха тĕслĕх кăтартса панине каланă регион Пуҫлăхĕ.  Чи чапли вара – чăваш тумне юратни, ăна хисеплесе кашни уява тăхăнса тухни тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе республика Ертӳҫи.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика