Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Республика кунĕнче, яланхиллех йăлана кĕнĕ тăрăх, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă
24.06.2019Республика кунĕнче, яланхиллех йăлана кĕнĕ тăрăх, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă

В День Республики лучшие труженики Чувашии отмечены государственными наградамиҪĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, яланхиллех йăлана кĕнĕ тăрăх, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май, патшалăх уявĕнче уйрăмах паянхи пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă. Зала тĕрлĕ сферăра ĕҫлесе, республикăшăн паха ĕҫсем туса палăрнисем пуҫтарăннă. Агропромышленноҫ пайĕнче, медицинăра, вĕренӳре, культурăра ĕҫлекенсем сахал мар, вĕсем ыттисемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.   

«Паян эпир ҫак зала сире хисеп тума пуҫтарăнтăмăр. Эсир яваплăха туйса ĕҫлесе пыраканнисем. Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Сирĕн професси пĕлĕвĕ пысăк пулни те куҫкĕретех. Тăван халăх ырăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса вăй хуратăр, ҫитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартса паратăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи.

Чăваш Ен чечекленсе, илемленсе пыни, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕнчи ҫитĕнӳсем - пĕтĕмпех халăхпа ҫыхăннă. Вăл ĕҫсенче кашнин тӳпи пысăк тенĕ республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. Паянхи наградăна илни – ӳлĕмрен тата та пысăкрах ҫтĕнӳсемпе палăрма хистет. Сăмах май, Чăваш Ен наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе ҫав тери активлă ĕҫлесе пынине каласа хăварнă сăмаха малалла тăснă май. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн кашни ҫын ырми-канми тăрăшнине асăнса хăварнă республика  Ертӳҫи. «Пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырсан кăна пысăк ыйтусене татса пама пулать. Шанатăп, пĕрлĕхре пирĕн вăй. Ӳлĕмрен тата та ытларах ĕҫлессе те ĕненетпĕр.  Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхăшĕн таса чунпа, яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса ĕҫлепĕр.  Ҫитес ҫул Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине те кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттерессине пĕлсех тăратăп», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Паянхи уявра пурĕ хисепе тивĕҫнĕ 49 ҫын патшалăх наградисене илнĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн тава тивĕҫлĕ врачĕ Вадим Григорьев сывлăх сыхлавĕнче 37 ҫул ĕҫлет. Вăл ҫапларах каланă хăйĕн сăмахĕнче «Кашни ҫын пурнăҫне ҫăлса хăварни пирĕншĕн хăйех пысăк ҫитĕнӳ.  Эпир  ҫынсен сывлăхĕшĕн тăрăшатпăр, вĕсене пурнăҫ парнелессишĕн вăй хуратпăр. Награда тата та тимлĕрех ĕҫлеме хавхалантарса тăрать», -  тенĕ вăл.

Афганистан вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен союзĕн председателĕ  Геннадий Матвеев паян чăнласах та,  хисепе тивĕҫлисем награда илнине тепĕр хут асăннă. Республика кунĕнче ҫак паллă пулăм хăйне евĕр пысăк чыс тенĕ. Республика Правительстви сусăрсем патне пысăк тимлĕх уйăрнине, май килнĕ таран тĕрев панине каланă. Малашне те пĕр-пĕринпе тухăҫлă килĕшсе ĕҫлессине палăртнă сумлă ентешĕмĕр.

Чăваш Республикин Хисеп грамотине ултă ҫын илнĕ. Чăваш Республикин Тав ҫырăвне пиллĕк ҫын тивĕҫнĕ.

Паян мероприятине пухăннисем республика Пуҫлăхне, Правительство ертӳлĕхне мухтаса тав сăмахĕсем каланă, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, ертӳҫĕсене мухтанă.     

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика