Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн ҫурчĕ чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче уҫăлать
30.10.2017 Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн ҫурчĕ чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче уҫăлать

 Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн ҫурчĕ чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче уҫăлать. Кун пирки ырă хыпара паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе ирттернĕ планеркăра  Чăваш Ен культура министрĕ Константин Яковлев хыпарланă.  

Мероприятине курма пыракансене хаваслă юрă-кĕвĕ, ташă ăстисен пултарулăхĕсем кĕтеҫҫĕ. Программа питĕ кăсăклă пулассине палăртнă министр.  Ҫак кун Халăхсен туслăхĕн ҫуртĕнче ҫавра сĕтел мелĕпе тĕплĕ калаҫу ирттерме палăртнă, регионта патшалăх политикин наци культурине пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн пăхса тухма плана кĕртнĕ.

Пурĕ Халăхăн пĕрлĕхĕн кунне халалласа республикăри районсемпе хуласенче пĕтĕмпе чӳк уйăхĕн 1-5-мĕш кунĕсенче 500 яхăн мероприяти ирттерме палăртса хунă.

Мероприятисен тĕп уявĕн умĕн пĕр кун маларах Чăваш Енре пурăнакансем этнографи диктантне хутшăнма тĕллев лартнă.  Пĕлтĕр ҫак пулăма республикăра пурăнакан 920 ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа РФ тĕрлĕ регионĕсенче культура пĕрлештерет текен ăнлава тĕпе хурса, «Ночь искусств – 2017» акци иртет.  Чăваш Республики те ҫак пулăма хаваспах хутшăнĕ.

Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта чӳк уйăхĕн 3-6-мĕш кунĕсенче чылай мероприяти ирттерме плана кĕртнĕ. Анчах та тĕп уяв «Пĕрлĕхре пирĕн вăй», ятпа митинг-концерт ирттерме тĕллев лартнă, Хĕрлĕ лапама чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче халăх пĕрле пухăнса чаплă уява ирттерĕ.  

Ҫак кун Халăхсен туслăхĕн ҫуртĕнче Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн ҫулталăкне халалласа ятарлă пысăк мероприяти йĕркелеме палăртса хунă. Ҫемье тупри пирки анлă калаҫу хускатассине, ҫитĕнекен ăрăва ҫак пуянлăха упрама вĕрентесси пирки калаҫусем те йĕркеленине пĕлтернĕ министр.

Михаил Игнатьев уяв мероприятийĕсен планне право хуралĕнче тăрăшакансем патне илсе ҫитернине, чаплă пулăмра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме чĕнсе каланă паянхи канашлура вăй тытăмĕнче тăрăшакансене.

«Уява ытларах та ытларах ҫамрăксене, тин ҫеҫ ҫемье ҫавăрнă мăшăрсене, аслисене те явăҫтармалла. Уяв пĕтĕм чуна савăк кăмăл тултарасса шанатпăр.  Халăхăн пĕр чăмăра пухăнние, пĕр-пĕрин туслăхне туймалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикинче Халăхсен  туслăх ҫуртне уҫма тĕллев лартни историллĕ пулăм тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Енре наци культура пĕрлешĕвĕсене патшалăх пулăшăвĕ парас енĕпе хушма мерăсем йышăнас, граждан обществине аталантарассипе çыхăннă ĕç-хĕле этнокультура пĕрлĕхĕсене анлăрах явăçтарма майсем шырас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртне туса хурасси çинчен Указ кăларнă.  Çак хыпара республикăра тĕпленсе пурăнакан вун-вун халăх представителĕ нумай-нумай çул чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Регионта ҫак объекта хута яма обществăлла организацисен сĕнĕвĕсене шута илнине, вĕсен пуҫаруллă шухăшĕсене тĕпе хурса, республика хыснинчен сахал мар укҫа уйăрнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика