Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче «МегаМикс» Раҫҫейри чи паллă наукăпа производство комплексĕнче тăрăшакансемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
13.06.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче «МегаМикс» Раҫҫейри чи паллă наукăпа производство комплексĕнче тăрăшакансемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с представителями группы компаний «МегаМикс»Ҫĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче «МегаМикс» Раҫҫейри чи паллă наукăпа производство комплексĕнче тăрăшакансемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ял хуҫалăхĕпе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмах пуҫарнă.

Тĕлпулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тата «Юрма» ТМЯО генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев хутшăннă.   

«МегаМикс»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Василий Фризен хăйĕн сăмахĕнче предприяти рынокра лайăх ĕҫленине хыпарланă. 1999 ҫултан пуҫласа организаци туянакансене валли кирлĕ пек паха тавар тирпейлесе кăларнине асăннă.  Пĕлтĕр компани 10 млн тонна тавар тирпейленĕ тесе пĕлтернĕ организаци ертӳҫи Василий Фризен.   

Михаил Игнатьев Чăваш Енри предприятисем ҫӳлерех палăртнă организаципе килĕшсе ĕҫлеме пултарасса шанса каланă.  Пурин те пĕр тĕллев – производствăна хăватлантарасси, таварсен калăпăшне ӳстерсе пырасси тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра бизнеса аталанса пыма пур условисем пирки каласа кăтартнă хăнасене. Кăҫал та Наци рейтингĕнче ытти регионсемпе танлаштарсан 11-мĕш вырăн йышăннă тесе хыпарланă вăл сăмаха ҫавăрса. Регионăн инвестици илĕртӳлĕхĕ пысăк, вак тата вăтам бизнеса вăй илме пĕтĕмпех ҫителĕклĕ таран условисем пур. Ахаль мар пулĕ регионта предприятисем хута каяҫҫĕ, халăх валли  пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ. Ҫынсене пурăнма хăтлă майсем пур, граждансем тивĕҫлĕ шалу укҫине илсе пыраҫҫĕ, пурте кăмăллă тесен те йăнăш мар тенĕ вăл. 2015-мĕш ҫултан пуҫласа ҫĕршывра чи ăнăҫлă ĕҫлекен субъектсем хушшинче – Чăваш Ен пулнине Наци рейтингĕнче палăртнă. «Эпир яланах предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене витĕм кӳме хатĕр.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕрле татса пама майсем шыратпăр. Патшалăх пулăшăвне те вăхăтра тивĕҫтеретпĕр», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе каланă регион Пуҫлăхĕ.    

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика