Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Раштав чупăвĕ» ăмăртусене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫитсе килнĕ
09.01.2018 «Раштав чупăвĕ» ăмăртусене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫитсе килнĕ

Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче республикăра йăлана кĕнĕ тăрăх «Раштав чупăвĕ» иртнĕ.  Ăмăртусене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫитсе килнĕ.

Хĕллехи спорт ăмăртăвне, йĕлтĕрпе чупассипе, пĕтĕмпе 200 ытла ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлĕсене тултарнă.  Регион Пуҫлăхĕ ăмăртăва кăмăл тăвакансемпе курса калаҫнă, мала тухма, ҫитĕнӳсемпе палăрма суннă, ҫутă Раштав уявĕпе саламланă.

2-мĕш №-лĕ СШОР директорĕ Дмитрий Николаев хăйĕн сăмахĕнче спортсменсем валли ятарлă техникăпа йĕлтĕрпе чупма трасса хатĕрлесе панине пĕлтернĕ. Хĕллехи ҫĕнĕ ҫулăн кану кунĕсенче уйрăмах халăх йĕлтĕрпе чупма кăмăл тунине пĕлтернĕ.  Ҫынсем сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнни куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Ҫулсерен ҫак ăмăртусене 400-500 ҫын хутшăнать. Ватти- вĕтти кулленех чупăва тухать. Уйрăмах ачасем хастар хутшăнаҫҫĕ. Куншăн пушшех те чун хĕпĕртет. Компьютер умне ларса хăйсен вăхăтне усăсăр ирттермеҫҫĕ, сывлăха ҫирĕплетме йĕлтĕр йĕрĕ ҫине тăраҫҫĕ.  Чи пахи ҫулсерен халăх ăмăртусене йышлăн хутшăнни», - тенĕ вăл.  

Антонина Мужикова хăйĕн сăмахĕнче, унăн 12 ҫулхи ывăлĕ Павел, Татьяна Акимова пек пуласшăн, кулленех спорта ҫӳренине пĕлтернĕ.

13 ҫулхи Екатерина Дмитриева та спортра пысăк ҫитĕнӳсем тăвассишĕн тăрăшать.  Кашни кун спорт шкулне хăйĕн ăсталăхне ӳстерме ҫӳрет.

Муркаш салинчи «Сывлăх» спорт шкулĕн тренерĕ Эдуард Гордеев ăмăртусене ачасемпе пынă. «Эпĕ хатĕрлекен ачасем республика шайĕнче ирттерекен ăмăртусене пĕтĕм чунран хутшăнаҫҫĕ. Юлашки ҫулсенче виҫĕ ача спорт мастерĕн ятне тивĕҫрĕҫ», - тесе ырă хыпара пĕлтернĕ тренер.

Фоторепортаж  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика