Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей пенсионерĕсен партийĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
27.09.2017Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей пенсионерĕсен партийĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Российская партия пенсионеров за социальную справедливость» (Раҫҫей пенсионерĕсен партийĕ социаллă тĕрĕслĕхшĕн) политика партийĕн Тĕп канашĕн председателĕпе Владимир Бураковпа тата унăн ҫумĕпе  Владимир Ворожцовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Тĕплĕ калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, «Российская партия пенсионеров за социальную справедливость» политика партийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Николай Степанов хутшăннă.

«Эпир республикăра мĕнпур политика партийĕсем валли кирлĕ пек пĕр тан условисем йĕркелесе паратпăр.  Пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – регионта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырасси», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Политика партийĕн ертӳлĕхĕ хăйсен организацийĕн ĕҫ-хĕлĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  

«Пенсионерсен интересĕсене хӳтĕлессипе парти ҫирĕп ура ҫинче тăрать», - тенĕ Владимир Бураков.  Сăмаха май, парти пурнăҫа кĕртме хатĕрленĕ проектсем пирки те каласа кăтартнă.

 Раҫҫейри пенсионерсен юхăмне йĕркелесе янăранпа кăҫал 20 ҫул ҫитет. Калаҫăва пухăннисем малашнехи ĕҫлĕ ҫыхăнусем ҫинчен сӳтсе явнă, юбилей валли хатĕрленсе ĕҫ планне пăхса тухнă. Тĕп ыйтусенчен пĕри – регионта социаллă политикăна тĕплĕн тишкерессипе ҫыхăннă конференци йĕркелесе ирттересси.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика