Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкар районĕн 2016-мĕш çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пĕтĕмлетнĕ тата 2017-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă
17.02.2017Шупашкар районĕн 2016-мĕш çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пĕтĕмлетнĕ тата 2017-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă

Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Шупашкар районĕн 2016-мĕш çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пĕтĕмлетнĕ тата 2017-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Чи малтан регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕн ертӳлĕхĕпе Андрей Николаевпа тата Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриевпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ. Пуçлăхсем муниципалитетăн бюджет ыйтăвĕсене, районăн пысăк инвестициллĕ проекчĕсене сӳтсе явнă.

Канашлăва уçнă май, Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çакăн пек мероприятисене ирттерни, халăхăн шухăш-кăмăлне анлăрах пĕлме пулăшнине асăннă. Палăртма кăмăллă, муниципалитетра нумай предприятисемпе организацисенче ĕçлекен халăха вăтамран уйăхне 30 пин тенкĕ тӳлеççĕ.

«Шупашкар районĕн вăйлă енсем сахал мар, çав вăхăтрах муниципалитетăн çитменлĕхсем те çук мар.  Халăх пирĕнтен лайăх пурнăç йĕркелесе парассине кĕтет. Пирĕн вĕсене пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлемелле», - тенĕ регион Ертӳçи.

Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Димитриев хăйĕн докладĕнче муниципалитет кăтартуллă ĕçлесе пынине асăннă. Районта 13 тĕрлĕ программа ăнăçлă пурнăçланать, вĕсене валли 2016 çулта пурĕ 859,1 млн тенкĕ тăкакланă. Ял хуçалăх пайĕнче те сахал мар çитĕнӳ. Таварсен калăпăшне илес пулсан, ыттисемпе танлаштарсан 2016-мĕш çул кăтартăвĕсем тăрăх, муниципалитет 1-мĕш вырăна тухнă. Республика Пуçлăхĕ Янăш шкулĕнче агрокласс уçнине пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитес пиллĕк çул хушшинче çуртсем таврашĕнче тирпей-илем кӳртессипе анлăн ĕçлеме хушнă вырăнти ертӳлĕхе.  Федераци енчен пулăшу куçтăр тесессĕн, вырăнти депутатсен кирлĕ пек программăсем йышăнма пĕлмелле. Халăхпа пуçаруллă шухăшсене тĕплĕн сӳтсе явмаллине каланă регион Пуçлăхĕ. Ку хутĕнче ертӳçĕсем çĕрпе, пурлăхпа усă курнăшăн, арендăшăн  предприятисемпе организацисен  парăм пухăнса кайнине асăннă, çулталăк пуçланнă тĕле вăл 12 млн çитнĕ. Чи нумай парăм: «СтройИнвест», «СМК «АРТЕК», «ИК «Актив» ТМЯОсен, «Туруновский» СХПК, ГК «Восток»,  Львов Н.Е., «ГРИФФ», «Парк», «СУОР», «Агрофирма «Надежда», «Теплоэнергосеть», «Янтарь» ТМЯОсен, ИП Крюковский В.П.

«Республика шайĕнче йĕрке туса çитертĕмĕр. Эсир вара тилхепене кирлĕ пек тытса пыманни сисĕнет. Парăмçăсене явап тыттарманни куçкĕретех. Халăх укçине тĕлли-паллисĕр салатса пыратăр. Укçан бюджета кĕрсе пымалла. Сире эрне хушшинче йĕрке туса çитерме хушса хăваратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. ЖКХ организацийĕсемпе район администрацийĕ хутса ăшăтмалли çут-çанталăк газĕшĕн 12,5 млн парăма кĕнĕ.

 Вырăнти халăх ФАПсенче специалистсем çителĕксĕр, фельдшер пулманнине каланă.  Çынсем ку хутĕнче çӳп-çапа пухса тирпейлес ыйту пирки те сăмах пуçарнă. «Бизнесменсене пуçтарăр, тĕплĕ калаçăва прокуратура ĕçченĕсене те чĕнĕр, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса парăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Районти тĕп больницăн врачне Елена Петровăна республика Пуçлăхĕ ятласа илнĕ, кадр ыйтăвĕсемпе çивĕчрех ĕçлеме хушнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ  - финанс министрĕ Светлана Енилина муниципалитетăн бюджет ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Ларăва пухăннă ертӳçĕсем республикăра пулса иртнĕ пысăк пулăмсем çинчен каласа кăтартнă.  Сăмаха май, «Тракторсен завочĕ» Концерн предприятийĕсене пулăшу кӳрсе 3,7 млрд куçарнине, çитес тапхăрта тата та заказсене пурнăçлама 2 млрд тенкĕ куçассине ырă хыпара пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «ЮРМА» агрохолдинга Владимир Ермолаев «АГРОСИЛА» ял хуçалăх холдингне куçарма палăртнине каланă Михаил Игнатьев. «Ĕç ушкăнĕн йывăрлăх тӳсмелле мар. Предприятийĕн хуçисем улшăнаççĕ пулин те, çынсен пур-пĕрех мĕнле ĕçленĕ, çавăн пек малалла та ĕçлесе пымалла», - тенĕ регион Ертӳçи. Лару-тăрăва çивĕч тĕрĕслеве илĕ республика Правительстви.  

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев района çитĕнӳсемпе палăрнăшăн ырласа тав тунă, малашнехи ĕçре те ăнăçусем суннă, муниципалитета туризм ыйтăвĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма сĕннĕ. 

Яланхиллех çамрăксене пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене, свидетельствăсем парса хавхалантарнă.

Ачасене тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă Удаловсен çемйине Тав çырăвне парса чысланă республика Ертӳçи.

Çичĕ ачаллă Фоминсен çемйине патшалăх программипе килĕшӳллĕн, хваттер уççине парса хисеп тунă.

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика