Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнчи актуаллă ыйтусем
08.11.2017Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнчи актуаллă ыйтусем

 Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем халăха ĕҫпе тивĕҫтерессипе Чăваш Республикин патшалăх программине ҫĕнĕлĕхсем кĕртесси пирки йышăнăва пăхса тухнă.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче программăн хушма документĕнче тĕллевлĕ индикаторсен перечнĕ йышланассине пĕлтернĕ.  Ҫамрăк сусăр ҫынсене ĕҫпе тивĕҫтернĕ чухне хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем кĕртнине асăннă.   Программăна пурнăҫа кĕртме тăкакланакан укҫа-тенкĕн виҫи те ӳсессине пĕлтернĕ министр.  Кăтарту 6 млрд 539,2 пин тенкĕпе танлашнине каланă.  Сергей Димитриев Федерацин Социаллă страхованийĕн Чăваш Енри фондчĕ урлă куҫакан пулăшу виҫи сахалланассине пĕлтернĕ.  «Шанатпăр, кĕтмен-ҫĕртен  производствăра инкек тӳснисен шучĕ пĕчĕкленсе пырасса. Вăраха кайса чирлекенсен йышĕ те чакассине ĕненетпĕр. Ҫакна тĕпе хурса, шăпах та укҫа-тенкĕн калăпăшĕ чакасси курăнĕ», - тесе уйрăммăн палăртса каланă министр хăйĕн сăмахĕнче.  Малтанласа палăртнă тăрăх, пулăшу 125 млн пĕчĕкленесси курăнать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăмаха май, тракторсем кăларакан завод пирки те чарăнса тăнă.  «Паянхи куна Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн хушăвне, «Ростех» тата ВЭБ сĕнĕвне тĕпе хурса, производствăна ытларах та ытларах аталантарассишĕн тăрăшмалла, чарса лартма никамăн та ирĕк ҫук. Ĕҫсĕр тăрса юлнă текен хыпарсем пирĕн патне ҫитмен. Эпир кулленех Чăваш Республикин Экономика министерствипе тата  Тракторсем тăвакан заводпа тачă ҫыхăнса ĕҫлетпĕр.  Кирек епле ыйтăва та пĕрле пăхса тухатпăр», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ.

Михаил Игнатьев лару-тăрăва лайăхлатма хушма укҫа-тенкĕ шырама, ĕҫсĕр юлма пултараканнисене ытти профессипе тивĕҫтерме витĕм кӳме чĕнсе каланă. «Паянхи ĕҫ рынокĕнче тĕрлĕ профессисем кирлĕ. Сирĕн кĕтменлĕхсене сирсе яма хатĕр тăмалла», - тесе асăрхаттарнă вăл.   

Республика Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, куҫман пурлăхсем пирки ятарлă Пĕрлĕхлĕ информаци ресурссĕсене йĕркеленĕ.  Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсем пушă выртни пирки хыпарсене ҫак ресурса вырнаҫтарнине асăннă.

«Муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе ҫĕр лаптăкĕсем пирки хыпарсене вырнаҫтарассипе килĕшсе ĕҫлетпĕр.  Коррупци тăвассинчен ҫак ĕҫ лайăх пăрать. Инвесторсене хамăр пата та явăҫтарма меллĕ, вĕсем тĕрлĕ хыпарсене ҫийĕнчех тупма пултараҫҫĕ», - тесе хăй шухăшне каланă министр.  Хальхи вăхăтра регионта пурĕ усă курăнман 300 ҫĕр лаптăкне тупса палăртнине асăннă вăл.  Ял хуҫалăх валли уйăрнă, анчах та тĕллевлĕн усă курăнман 42,5 пин гектар пуррине пĕлтернĕ.  Кунсăр пуҫне ҫитес тапхăрта тата та 22 участока шута илмеллине каланă. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2 пин гектар йышăнать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саккун йĕркисене пăхăнса, усă курăнман хуҫасăр ишĕлсе выртакан объектсене пăрахăҫлама чĕнсе каланă. Хуҫасăр пĕр объект та шутланса тăмалла мар. Кун пирки ҫирĕппĕн асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Енри Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн ертӳҫи Виктор Кочетков хăйĕн докладĕнче Улатăр хулине тĕрĕслеве кайса килни ҫинчен каласа кăтартнă. Вăл муниципалитет пĕрлешĕвĕнче иртнĕ эрнере нумай хваттерлĕ виҫĕ ҫурт тăррине юсав ĕҫне ирттерекенсем сӳтсе пăрахнине, ҫумăр ҫунипе хуҫасене шыва янине пĕлтернĕ. Хваттер хуҫисем пăшăрханнине каласа кăтартнă вăл.

«Подрядлă организацисем ҫивĕттине юсанă чухне технологине пăхăнса ĕҫлеменни куҫкĕретех», - тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Патшалăх ҫрт-йĕр инспекцийĕн ертӳҫи.  Подрядчикĕн тăкака саплаштармалла, унсăрăн объекта хута яни пирки ĕҫ хутне алла илеймĕ тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ ертӳҫĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ йĕрке пăсакансене явап тыттарма хушнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика