Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунĕ ячĕпе саламлани
24.06.2012Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунĕ ячĕпе саламлани

                                                   Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Республика кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп! Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ – Чăваш Енре пурăнакансемшĕн календарьти паллă дата. Çак кун 1920-мĕш çулта пирĕн республикăн автономине туса хунă, асăннă пулăм тата 1926-мĕш çулта Чăваш АССР-ĕн пĕрремĕш Конституцине йышăнни хальхи Чăваш Енĕн экономикин тата право тĕлĕшĕнчи никĕсне йĕркеленĕ. Республикăн нумай нациллĕ халăхĕ йывăрлăхсене тата тĕрлĕ асап-нушана пăхмасăр, историн темле кăткăс тапхăрĕнче те хăйĕн ăс-хакăл пĕрлĕхне тата граждансен хушшинчи тăнăçлăха сыхласа хăварма пултарнă. Çакă Чăваш Ене мĕн пур кризиса ăнăçлăн çĕнтерме тата республикăн хальхи тата пуласлăхри çитĕнĕвĕсен никĕсне хывма пулăшрĕ. Иртнĕ çулсенчи тапхăрта Чăваш Ен палăрмаллах çĕнелсе улшăнчĕ. Экономикăна диверсификацилессипе, сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿ тытăмĕсене, социаллă сферăна çĕнетессипе çыхăннă ĕç малалла пырать, пурнăç шайĕ ÿсет, Чăваш Енре пурăнакансене ăс-хакăл тата культура тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшас енĕпе чылай ĕç тăватпăр, çемье хаклăхĕсене упраса хăварас тата çирĕплетес тĕлĕшпе те тимлĕн вăй хуратпăр. Чăваш Республикин Общество палатине туса хуни гражданла общество институтне аталантарас енĕпе тунă паллă утăм пулса тăчĕ. Пирĕн тĕп пуянлăхăмăр вăл – çынсем, вĕсен пултарулăх вăй-хăвачĕ, ĕçченлĕхĕ, ырă енне туртăнни. Пĕрле эпир кирек мĕнле тĕллеве те пурнăçлама тата кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултаратпăр. Сире, хаклă ентешĕмĕрсем, çирĕп сывлăх, ăнăçулăх, палăртнă мĕн пур ĕçе пурнăçлама иксĕлми вăй-хал сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                                              М.Игнатьев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика