Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи Мускав кĕперне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă
24.06.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи Мускав кĕперне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 

 



Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи Мускав кĕперне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă.

Чи малтанах регион Пуçлăхĕ мероприятине пухăннисене Республика кунĕпе саламланă.

 Тахçантанпах хулашăн йывăрлăх кăларса тăратакан пулăмăн шăпине татса панă.  Çакăншăн Раççей Президентне Владимир Путина, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председательне Дмитрий Медведева пысăк проекта пурнăçа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн Михаил Игнатьев чун-чĕререн тав тунă.  Кунсăр пуçне объект ĕçне хутшăннисене пурне те ырласа хăварнă.  Строительство ĕçĕн пахалăхне пысăка хурса хакланă.

Чăваш Енĕн тĕп хулишĕн Мускав кĕперĕ транспорт çыхăнăвĕсемшĕн  пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать тесе палăртнă хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков. «Кĕпер хулари тĕрлĕ районсене çыхăнтарса тăрать.   Пысăк промышленноç пайĕсене те пĕрлештерет. Енчен те кĕпере туллин хута ярсан, автомашинăсене ултă енлĕн çӳретме ирĕк пулĕ. Кунне 43 пин автомашина пĕр чарăнми пĕр енчен тепĕр енне нимĕнле чăрмавсемсĕрех иртсе çӳресси те паллă», - тесе каланă Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче.

Объектăн строительство ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Ен Правительстви кулленех çивĕч тĕрĕслесе сăнаса тăни куçкĕретех.  Палăртнă графикпа килĕшӳллĕн мĕнпур ĕçсене пурнăçланă. Кун пирки тепĕр хут çирĕплетсе каланă Алексей Ладыков.  

Халлĕхе кĕперĕн пĕр енне туллин хута янă, ыттине çитес тапхăрсенче тирпейлесе çĕнетме палăртнă. 

Паянхи чаплă пулăмпа, кĕпер хута янă ятпа, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Геройĕ, авиацийĕн генерал-лейтенантчĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов саламланă.

Хускану старчĕ торжествăлла майпа пуçланнă. Чи малтан çĕнĕ кĕпер урлă А.И. Тихонов ячĕллĕ спорт шкулĕнче хăйсен ăсталăхне туптакан спортсменсем каçнă.    Вĕсем хыççăн тӳрех велосипедпа ярăнакансем старта тухнă, ачасем Валерий Ярды ячĕллĕ хулари 10-мĕш №-лĕ шкулта вĕренеççĕ, хыççăн  кашни çулах автомашинăсемпе ăмăртса  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшакансем, вĕсемпе пĕрле çул-йĕр техникисем, обществăлла транспортсем çула тухнă.  

Патшалăхăн ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тимлекенсем, депутатсем, Чăваш Енре пурăнакансем кăмăллăн пухăнса савăнса кĕпер урлă утса каçнă.

Аса илтеретпĕр, кĕпере реконструкцилеме «Пелискер» ТМЯО строительство ĕçĕсене пурнăçланă. Халлĕхе реконструкцийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ  пурнăçланнă.  Объекта 2018 çулта  пĕтĕмпех туллин йĕркелесе çитерме тĕллев лартнă. Проект хакĕ 1,5 млрд танлашать.

Чăваш Республикин Правительствин тĕп приоритечĕсенчен пĕри çул-йĕр инфратытăмне аталантарасси шутланать. Палăртма кăмăллă, çул-йĕрсем тирпейлесе сарма çулсерен укçа-тенкĕн калăпăшĕ ӳссе пырать.

Пĕлтĕр Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕ 3,5 млрд тенкĕ уйăрнă.  Вĕсемпе сахал мар çулсем юсаса сарнă, çĕнĕ объектсем хута янă. Кăçал Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕ транспорт инфратытăмне аталантарма 5 млрд 103 млн пăхса хăварнă. Ку таранччен кун пек пысăк пулăшу пулман тесен те йăнăш мар.

Республикăра асăннă ыйтусемпе комплекслă ĕçлесе пынине кура, 2016 çулта Раççейри хăрушлăхсăр çулсем йышне вунă регион шутне Чăваш Республикине кĕртнĕ. 

Çулсем çинче пулнă инкексен шучĕ  регионта сахалланни куçкĕретех, çынсем вăхăтсăр инкексенче пурнăçран уйрăлса кайнисем те чакнă. Палăртса хăвармалла, пĕлтĕр Чăваш Республикинче çулсем çинче пулнă инкексен шучĕ 2015 çулхипе танлаштарсан 12 процент пĕчĕкленнĕ, çав тери пысăк çитĕнӳ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика