Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко регион Ертӳçине Михаил Игнатьева тата Чăваш Ен халăхне Республика кунĕпе саламланă
24.06.2017Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко регион Ертӳçине Михаил Игнатьева тата Чăваш Ен халăхне Республика кунĕпе саламланă

Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко регион Ертӳçине Михаил Игнатьева тата Чăваш Ен халăхне Республика кунĕ ячĕпе саламланă.

«Раççей федерацийĕн субъекчĕ – Чăваш Республики. Сирĕн промышленноç та ял хуçалăх комплексĕ те çирĕп аталаннă. Шупашкарти электроаппарат завочĕ, агрегат завочĕ, Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» наукăпа производство комплексĕ, Промтрактор, Химпром тата ытти хими промышленноç предприятийĕсем пур, вĕсем курăмлă тата тухăçлă ĕçлеççĕ.   Çул-йĕр инфратытăмне аталантарассипе пысăк проектсем пурнăçа кĕреççĕ.  

  Сирĕн ентешсенчен тĕрлĕ ăрусенчи халăх çĕршыв аталанăвĕшĕн пысăк тӳпе хывнă. Экономикăра, ял хуçалăхĕнче, социаллă сферăра активлă ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ.

Шанатăп, малашне те республикăра пурăнакансем аслă ăрусен йăли-йĕркисене тытса пырса, регион аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлессе.

   Сире тата Чăваш Республикинче пурăнакансене малашне те ăнăçусем, Тăван çĕршыв, тăван тавралăх ырлăхĕшĕн тухăçлă ĕçлеме сунатăп», - тесе çырнă хăйĕн саламĕнче.     

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика