Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕ иртнĕ, унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă
06.04.2018Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕ иртнĕ, унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в заседании Госсовета РФПуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынă. Кун йĕркинчи чи приоритетлă ыйту – ҫĕршывра конкуренцине аталантарасси.

Лару ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Вăл Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн членĕ шутланать.

Ĕҫе пухăннисем, РФ Президенчĕ 2017 ҫулта раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 618-мĕш №-лĕ Указри палăртнă тĕллевсем патне ҫитмелли, кирлĕ пек мĕнпур мерăсем пирки ҫивĕч пăхса тухнă. Ертӳҫĕсем конкуренцине аталантармалли патшалăх политикин ҫул-йĕрĕсем ҫинчен тарăн сӳтсе явнă.

Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче ҫĕршывра конкуренцине аталантарасси — тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе ҫирĕп каланă.  Ҫак ыйтупа тĕрлĕ шайри влаҫ органĕсенче тăрăшакансен кулленех ĕҫлесе пымаллине асăрхаттарнă.   «Тивĕҫлĕ те таса ĕнентерӳллĕ конкуренци – экономикăпа технологине аталантарса пымалли база шутланать. Малалла ăнтăлмалли ҫул-йĕр пулса тăрать, ҫĕршыва ҫĕнетсе вăйлатма витĕм кӳрет, пурнăҫăн кирек-епле сферине те хăватлантарма май парать», — палăртнă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ.  

Владимир Путин уйрăмах икĕ ыйту пирки тарăн чарăнса тăнă. «Пĕр енчен, пирĕн кирек-епле ĕҫ те импорта улăштарассипе, тухăҫлă пулса пымалла.  Хальхи пурнăҫри конкуренцине тĕпе хурса, таварсен пахалăхне ӳстерсе, вĕсене хамăр тăрăхра кăна мар, тулашри рынокра та кулленех вырнаҫтарса пымалла.  Иккĕмĕшĕнчен пирĕн рыноксенчи лару-тăрăва тĕплĕн тишкермелле. Хăш таварсене ытларах ыйтнине те шута илмелле. Баланс тенине ăнкармалла.  Пĕр тикĕс лайăх аталанса пымалли пĕр пек конкуренци йĕркелесе тăратмалла. Ĕненетĕп, ĕҫе пĕлсе тĕрĕс йĕркелесе пырсан, пурин валли те ҫителĕклĕ тăрăшмалли пуласса», —  тенĕ вăл.  

Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе Удмурт Республикин Пуҫлăхĕ Александр Бречалов, РФ монополине хирĕҫ кĕрешекен служба ертӳҫи Игорь Артемьев, РФ экономика Министрĕ Максим Орешкин, Ульяновск облаҫĕн Кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов доклад тунă.   

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика