Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани
07.09.2018Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани

Финанс сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем! 

Сире Финансист кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв, 2011 ҫулта туса хунӑскер, финанс сферин ӗҫченӗсен пат­ша­лӑ­хӑн финанс тытӑмӗн ҫирӗплӗхне тивӗҫтерес ӗҫри пӗлтерӗшне уҫӑм­­лӑн палӑртать. Финанс ресурсӗсене тухӑҫлӑ тытса пырса вӗсем соци­аллӑ пӗл­терӗшлӗ проектсем валли укҫа-тенкӗ уйӑрма, ҫӗршыв эко­но­микине тӗ­реклетме пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Республикинче пысӑк ӑсталӑхлӑ, палӑртнӑ тӗллевсене хӑ­вӑрт тата пахалӑхлӑн татса пама пултаракан финансистсем ӗҫлеҫҫӗ.

Республика обществӑлла укҫа-тенкӗне тытса пырас ӗҫӗн пысӑк ту­хӑҫ­лӑхне кашни ҫулах ӗненмелле ҫирӗплетет. Эпир бюджет даннӑйӗсен уҫҫӑнлӑх шайӗпе федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсем хушши­нче 2-мӗш вырӑнта тӑратпӑр тата Раҫҫей Федерацийӗн малти ретри ре­гионӗсен ушкӑнне кӗретпӗр.

Чӑваш Енре финанс политикине пӗлсе тата ӑнӑҫлӑ тытса пынине  ҫавӑн пекех тӗнчери чи паллӑ рейтинг агентствисем па­лӑртакан лайӑх кредит рейтингӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.

Финанс отраслӗн мӗнпур ӗҫченне профессири пысӑк ӑсталӑхшӑн, яваплӑ ӗҫшӗн тата суйласа илнӗ тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп.

Пур пек вӑй-хӑватӑр сире хальхи ӳсӗмсене сыхласа хӑ­вар­ма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума тата малашлӑха яланах шанчӑклӑн пӑхма пулӑшса пырасса шан­­са тӑ­ратӑп!

Ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫусем тата Раҫҫейпе Чӑваш Ен ыр­лӑхӗшӗн тӑ­вакан ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика