Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева патшалăх уявĕпе, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă
04.11.2018Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева патшалăх уявĕпе, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева патшалăх уявĕпе, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă.

«Кирек хӑш саманара та Раҫҫей патриотизм тата халăх пĕршухӑшлӑхӗн йăли-йĕркипе вӑйлӑ пулнӑ. Кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ, ӑс-хакӑл хăвачĕ тата никӗсри кӑмӑл-сипет тӗреклӗхӗ пирĕн йăх-не­сĕлĕмĕрсене йывăрлăхсене парăнтарма, ирӗклӗ патшалăх туса хума пулӑшнӑ. Пирӗн хамăрăн аслă историне тивĕҫлĕ пулмалла, Тăван ҫĕршыва чунтан парӑнса унӑн ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа  тӑрӑшнӑ ҫынсене асра тытмалла. Малалла ҫирӗппӗн утмалла, палăртнă тĕллевсене пурнӑҫлассишĕн тăрăшмалла», тесе ҫырнă хăйĕн салам йĕркисенче ҫĕршыв Пуҫлăхĕ.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ патне ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕнчен Дмитрий Медведевран та салам телеграмми килсе ҫитнĕ. 1612-мĕш ҫулхи чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕ историллĕ пулăм. Вӑл тĕрлĕ халӑх ҫынни пĕр чăмăра пӗрлешсе патшалăх чысне хӳтĕленине, тăшмана хирĕҫ кĕрешнине аса илтерсе тăрать тенĕ саламра. «Ĕмĕрсем иртсен те, Тăван ҫĕршыва юратни, унӑн шӑпишӗн яваплă пулни пире пурне те пĕр чӑмӑра пӗрлештерет, йывăрлăхсене ҫĕнтерме пулăшать. Пĕрлехи вӑйпа эпир Раҫҫей ырлăхĕшĕн ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ӳсĕмсем тума пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп», – палăртнă премьер-министр.   

Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко та Михаил Игнатьева ырӑ салампа ӑшшӑн саламланă. «Раҫҫей халăхĕ хăй вăйлă пулнине пĕр хутчен ҫеҫ мар кăтартса панă. Тӑван ҫӗршывӑмӑрпа тӑван ен историйӗ пире пӗрлӗхпе пӗршухӑшлӑх пурнӑҫра мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшнине ӑса хывма вӗрентет. Тĕрлĕ ăру ҫыннисен патриотизмĕ, паттăрла ĕҫӗсем Раҫҫей патшалăхӗн ҫирĕплӗхне, ирӗклӗхӗпе никама пăхăнманлӑхне тивӗҫтернӗ. Гражданла пӗршухӑшлӑха, хамӑрӑн йăла-йĕркене тата ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене шанчӑклӑн упраса кӑна пирĕн халăх палӑртнӑ тĕллевсене пурнӑҫлама, кирек епле йывăрлăха та парăнтарма пултарать. Раҫҫей пуласлăхĕ эпир унӑн чечекленӗвӗшӗн тата социаллă пурнăҫпа экономика ата­ланăвӗшӗн хамӑртан мӗн кирлине пурне те тума ӑнтӑлнинчен килет», – тенĕ салам йĕркисенче.

Салам телеграммисем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне ытти ертӳҫĕсенчен те чылай килеҫҫĕ.  РФ ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенчен, РФ Патшалăх Думинче ĕҫлекенсенчен, РФ тĕрлĕ регионĕсенчен,  Чăваш Республикинчи мĕнпур министерствăсенчен, федераци службисен регионти уйрăмĕсенчен кулленех килсе пыраҫҫĕ.  Пӗрле чухне – эпир вайлӑ! Обществӑри килӗшӳлӗх малашне те Раҫҫей аталанӑвӗн, унӑн ҫыннисен тулӑх пурнӑҫӗн ҫирӗп никӗсӗ пуласса шанса ҫыраҫҫĕ, ҫирӗп сывлӑх, телей тата пӗтӗм ырӑ пуҫарура ӑнӑҫусем сунаҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика