Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре Андриян Николаев космонавта 88 çул çитнине халалласа анлăн паллă тунă
05.09.2017Чăваш Енре Андриян Николаев космонавта 88 çул çитнине халалласа анлăн паллă тунă

 


Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев СССР летчик-космонавт çуралнăранпа 88 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла митинга хутшăннă. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ ята илнĕ, аваиацин генерал-майорне Андриян Григорьевич Николаева асăнса унăн тăван тăрăхĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕнче Шуршăл салинче паян халăх йышлăн пуçтарăннă.

Республика Пуçлăхĕ митинга пухăннă ентешсене ырласа тав сăмахĕсем каланă, халăх Андриян Николаева сума суннине палăртнă. «Енчен те паллă ентешĕмĕр пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайман пулнă пулсассăн, паян вăл 88 çул тултарнă пулĕччĕ. Çакăнта пухăннисен тӳрех икĕ шухăш çуралать пулĕ, пĕри – вăл пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă пулсан та, унăн ячĕ асăмра ĕмĕрлĕхех упранать, эпир унпа чăннипех те мăнаçланатпăр.  Çав вăхăтрах, паттăр ентешĕмĕр çук пулнишĕн пăшăрханса чĕремĕрсем хуйхăрни те куçкĕретех, ăна та пытараймăн. Эпир тĕнче уçлăхне вĕçнĕ Чăваш Ен космонавтчĕпе савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Вăл, пурсăмăра та, чапа кăларчĕ. Пирĕн пирки тĕнчипех пĕлеççĕ. Çитĕнекен пулас ăру валли те, сахал мар  ĕç туса хăварнă», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ хăйĕн асăнче Андриян Николаев епле юлни пирки каласа кăтартнă. «Вăл çав тери пысăк ĕмĕтлĕ çын. Ĕçлеме яланах юратнă, йĕрке тата чăнлăх уншăн яланах малти ретре тăнă.  Çак тĕллевсем, кирек-епле çынна та малалла ăнтăлма вăй-хал параççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев ун пирки аса илнĕ май. 

Çамрăк космонавтсен отрядĕнчи яш-кĕрĕме республика Пуçлăхĕ тăван халăха, тăван çĕршыва юратни тата хисеплени вăл мĕн ачаран пулса пынине каланă. Енчен те ача пĕчĕкренех çак ăнлавсене ăша хывса пурăнмасан, çитĕнсен кăна тин шутлани сахал тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Ырă тĕслĕхе ачасем яланах хăйсен çывăх çыннисенчен, тус-тăванĕсенчен, юлташĕсенчен, пĕр сăмахпа каласан лайăх çынран вĕренсе пыма тăрăшаççĕ.  «Андриян Николаев паттăрла çитĕнĕвĕ Раççей аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. Уйрăмах, пулас ăру валли çак питĕ витĕмлĕ.  Эпĕ сирĕншĕн  те мăнаçланатăп. Историне юратсах вĕренетĕр, Андриян Николаев космонавт пек пулма тăрăшатăр.  Тăван çĕре яланах хисеплĕр тата юратăр.  Ун чухне вара çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнĕр.  Сирĕн ырă пуçарусем яланах пурнăçа кĕрсе пыччĕр!», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Регионта космонавта халалласа ирттерекен мероприятисем питĕ вырăнлă тесе асăннă Михаил Игнатьев. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче уçă уроксем иртнĕ, ачасене унăн биографисемпе тĕплĕн паллаштарнă. Республика шайĕнче пултаруллăх конкурсĕ те пулнă.  Шуршăл салинче шахмат турнирне ирттернĕ.  Палăртмалла, çăмăл атлетикăпа та чупу пулнă. Мероприятине çынсем хастар хутшăннă.

Байконур космодромĕн ветерансен Комитечĕн председателĕ, канăва тухнă полковник, «Российский союз ветеранов Вооруженных сил» Чăваш Енри обществăлла организацийĕн председателĕн çумĕ, çар службин ветеранĕ Евгений   Южалин хăйĕн шухăш-кăмăлĕ пирки каласа кăтартнă, космос вăрттăнлăхĕсем çинчен чарăнса тăнă, Андриян Николаев тĕнче шайĕнче икĕ хутчен Герой ятне  тивĕçни пирки каласа кăтартнă.  

Паян торжествăлла митнингра Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, А.Н.Туполев ячĕллĕ Хусанти авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнисен Ассоциацийĕн президенчĕ Николай Горбунчиков тухса калаçнă, пурне те çак паллă пулăма пухăннăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Çак кун ертӳçĕсемпе хăнасем Андриян Николаевăн вил тăпри çине чĕрĕ чечек çыххисем хунă, музей ĕçĕпе паллашнă,  Чăваш Ен ывăлĕн кун-çулĕпе кăсăкланнă.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика