Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Наци телерадиокомпанийĕн ертӳҫипе Вадим Ефимовпа тата унта ĕҫлекенсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
21.10.2019Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Наци телерадиокомпанийĕн ертӳҫипе Вадим Ефимовпа тата унта ĕҫлекенсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Национальная телерадиокомпания Чувашии расширяет зону охвата «Тăван радио»Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Наци телерадиокомпанийĕн ертӳҫипе Вадим Ефимовпа тата унта ĕҫлекенсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ Чăваш Наци телерадиокомпанине йĕркелесе янăранпа 8 ҫул ҫитнине палăртса ăшшăн саламланă организацире ĕҫлекенсене. Шăпах та, 2011 ҫулта пĕрремĕш кăларăм эфира тухнă пулнă радиотелекурав эфирĕсенче.

Сахал мар ҫулсем иртнĕ, халăх юратать телерадио кăларăмĕсене тенĕ Михаил Игнатьев. Халăх патне тĕрлĕ хыпарсене вăхăтра илсе ҫитернине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Республика пурнăҫĕ пирки граждансем тивĕҫлĕ хыпарсене пĕлсе тăнине те асăннă вăл. Чаплă кăларăмсем хатĕрлесе пыраҫҫĕ журналистсем тенĕ сăмаха ҫавăрса республика Пуҫлăхĕ.

Вадим Ефимов «Тăван радио» хумĕсем пирки чарăнса тăнă. Хальлĕхе хăш-пĕр районсенче вăл ҫитсех пыраймасть.  Калăпăр, авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шăмăршă тăрăхне тин ҫеҫ ҫитме пултарчĕ радио хумĕсем тесе ырă хыпара пĕлтернĕ компанийĕн ертӳҫи. Патăрьелсем, Елчĕксем, Канашсем, Йĕпреҫсем те халĕ пĕр чăрмавсăрах радио итлеме пултарайраҫҫĕ. Малашне вĕсен 106,9 FM хумсем ҫине тухмалла, вара туххăмрах спорт, культура тата ытти хыпарсене те итлеме пултараҫҫĕ. Ҫак ыйтăва ҫитес тапхăрта Улатăрсемшĕн, Ҫĕмĕрлесемшĕн те татса парасси куҫкĕретех тенĕ организаци ертӳҫи.

Михаил Игнатьев телерадиокомпани ĕҫченĕсене мухтанă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика