Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Енре пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа хатӗрлӗх режимне йышăннă
18.03.2020Чӑваш Енре пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа хатӗрлӗх режимне йышăннă

В Чувашии с 18 марта вводится режим повышенной готовностиЧӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Ен территорийӗнче хатӗрлӗхе ӳстересси ҫинчен калакан Хушăва алӑ пуснӑ. Ятарлӑ режим 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа вăя кĕнĕ.  

Ҫӗнӗ инфекци сарӑлас хӑрушлӑха чакарас тесе Чӑваш Енре пурӑнакансене  чир-чĕрсенчен хӳтӗленме хушма мерӑсем йышӑнаҫҫӗ.

Республика территорийӗнче спорт,  культура тата ытти массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарнӑ.

Организацисене, учрежденисене, предприятисене ӗҫ режимне профилактика тӗлӗшӗнчен хăш-пĕр улшӑнусем йышăнма, пӳлӗмсене  ятарлă хатĕрсемпе тасатсах тăма сĕннĕ. Час-часах ушкăнпа ирĕкре ҫӳреме, ют ҫӗршывсене ĕҫлĕ ҫул ҫӳреве тухма юраманнине, канашлусене аудио-видео мелĕпе йĕркелеме чĕнсе каланă.

Инфекци  COVID-2019 тӗслӗхӗсене шута илнӗ территорисенчен таврӑннӑ граждансен вырӑнти, вӗсем пурӑнакан, таврӑнмалли пирки хыпарсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Республикинчи Управление  хĕрӳ линийӗ ҫине пӗлтермелле. Респиратор инфекцийӗн пирвайхи паллисем палӑрсан тӳрех больницӑна регистраци тӑвакан вырӑнпа каймалла,  медицина сӑнавӗн шайӗнче мӗн хушнине пурне те тытса пымалла.

Вӗренӳ организацийӗсенче противоэпидеми режимне тытса тӑрас тесе дистанци вӗрентӗвне куҫма сӗнеҫҫӗ.

Медицина учрежденийӗсене пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвне тивӗҫтерме хушнă.  Ытларах аслă ҫулсенчи ватăсене пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Чӑваш Енре лару-тӑру йĕркеллĕ, хăрушлăх ҫук,  регион ертӳҫи мĕнпур ыйтусене ҫивĕч тĕрĕслесе тăрать.

"Кирлĕ пек мĕнпур мерăсене ҫивĕч йышăнмалла.  Республикăра  профилактика ĕҫĕсем йĕркеллĕ пулса пыраҫҫĕ. Пурин те асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть.  Массăллă мероприятисене вăхăтлăха ирттерме чармалла. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсене тухса ҫӳремелле мар. Пĕрле тăрăшсан, йывăрлăхсене парăнтарма пултарайратпăр», - тенĕ республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев.

Палӑртса хӑваратпăр:  пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ тĕлне республикӑра коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсене тупса палăртман.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика