Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  ППЭ шкулта епле хатĕрленнине Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев тĕрĕслесе тухнă
30.06.2020ППЭ шкулта епле хатĕрленнине Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев тĕрĕслесе тухнă

Олег Николаев проверил готовность пункта проведения ЕГЭ

Ҫĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 24-мĕш шкулта ачасене патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тыттарма  мӗнлерех хатĕрленнипе паллашнă.

Ҫĕршыври лару-тăрăва тĕпе хурса, кăшăл вирус амакĕнчен асăрханас тĕлĕшпе хăрушсăрлăх теми малти вырăна тухса тăрать.  Республика хыснинче ачасене кирлĕ пек хăрушсăрлăх хатĕрĕсемпе тивĕҫтерме сахал мар укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.

Ҫирĕп йĕркене пӑхӑнса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тыттаракан пӳлĕме ятарлă тĕрĕслев витĕр хыҫҫăн тин кĕнĕ. Ут-пӳ температурине виҫнĕ, чиртен асăрханса ятарлă хими препарачĕсемпе сĕрĕннĕ.

ЕГЭ тыттарма хатĕрлекенсем экзаменсене ытти чухнехинчен самай урăхларах ирттернине, коронавирус тапхăрĕнче хăрушсăрлăх темине пăхăнса ĕҫленине пĕлтернĕ.  Сывлăша тасатса тăракан хатĕрсемпе тăтăшах усă курнине, ачасене пĕр вырӑнта йышлăн пухăнма ирĕк паманнине асăннă вĕсем.

Олег Николаев шкулти ытти пӳлĕмсене те кĕрсе тĕрĕсленĕ.  Вĕрентекенсем валли тĕрĕслев экзаменне малтанласа ирттернĕ тапхăрпа та паллашнă.  Видео-сăнав мелĕпе пулакан ĕҫпе тĕплĕн кăсăкланнă.  Ҫӳлерех асӑннă шкулта экзамен тыттарма пĕтĕмпе 20 пӳлĕм хатĕрленĕ. «Кашни сас-чĕве, пăшăл­татнине тӳрех илтме пулать. Видео-сăнав пур пӳлĕме те ҫирĕп йĕркепе асӑрхаса тӑма май парать», - тесе сăмаха малалла тӑснă йĕркелӳҫĕсем.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан экзаменсем тыттарма хатĕрленĕ мĕнпур майсене тишкернĕ.

Шкул ачисем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне ҫирĕп йĕркепе тытаҫҫĕ, пӳлĕмсенче пĕр-пĕринчен аякра лараҫҫĕ.

«Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе пысăк ĕҫсем пурнăҫланă», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. Палăртмалла, енчен те шкулсенче РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлавсем иртеҫҫĕ пулсан, вĕсенче хушма дезинфекци ирттереҫҫĕ.   

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне пĕтĕмпе 5,5 пин ҫын тытать, вĕсем валли пурĕ 525 аудитори хатĕрленĕ.

Пӗлме: Ачасене экзаменра медицина маски, перчетке, дезинфекци хатӗрӗ, пирометр тата рециркулятор парӗҫ. Экзамен тытакансене аудиторие пӗчӗк ушкӑнпа кӗртӗҫ. Кашни класра 9 ачаран ытла пулмӗ.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика