Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин тĕп хулинче Федерацийĕн Сабантуй уявĕ кĕрленĕ
09.07.2018Чăваш Республикин тĕп хулинче Федерацийĕн Сабантуй уявĕ кĕрленĕ

В столице Чувашии отметили XVIII Федеральный СабантуйУтă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче Сабантуй уявĕ кĕрленĕ. Мероприяти федераци шайĕнче йĕркеленсе иртнĕ.

Паллă пулăма пухăннисене саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов килсе ҫитнĕ. Хăнасене чак-чакпа, вырăс каравайĕпе тата чăвашсен квасĕпе кĕтсе илнĕ.  

Торжествăлла пулăма пуҫличчен чи малтан регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тутарсан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов хăнасемпе пĕрле  регионти тутарсен наци культурин автономийĕпе паллашнă.

Пирĕн тăрăха Сабантуй уявне Раҫҫейри 41 регионтан килсе ҫитнĕ. Пухăннисем пĕр-пĕрин паха ĕҫĕсемпе паллашнă, тĕрлĕ куравсене курса хакланă.

Мероприяти тутарсен йăли-йĕркине кăтартса сăнарланă пулăмпа пуҫланнă.  Сабантуйăн тĕп пĕлтерĕшне палăртакан историне чăн пурнăҫран илсе кăтартса калăпланă. Пулас паттăрсем валли хĕр пикесем тĕрĕсем тĕрленĕ, ал-ĕҫ ăстине кăтартса панă.Тĕрлĕ савăт-сапа, кĕпе-тумтир тата та ытти  хатĕрсенчен хатĕрленĕ куравсем ҫав тери чылай пулнă. Курса савăнмалăх самай. Курма пынисене пурне те тенĕ пекех чак-чак пылак ҫимĕҫ лекнĕ.   

Хыҫҫăн, ентешсене, пухăннă хăнасене регионсен пуҫлăхĕсем ăшшăн саламланă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн саламĕнче, пирĕн тăрăха хăнасем килме кăмăл туни ҫав тери пысăк хисеп тесе пĕлтернĕ. Федераци шайĕнчи Сабантуй хăватлă уяв пĕрне-пĕри пĕрлештерекен, пĕр чăмăра пухакан мероприяти тесе каланă. Тĕрлĕ халăх туслашса, пĕрне-пĕри тата та ытларах хисеплени, пулăшни сисĕнет тесе сăмаха малалла тăснă регион Ертӳҫи.

«Эпир хамăрăн йăла-йĕркене, культурăна упрама пĕлетпĕр. Ҫитĕнекен ăрăва та вĕрентсе пырассишĕн ҫине тăрсах тăрăшатпăр. Хамăрăн несĕлĕмĕрсен пуянлăхне ламран лама куҫарса пырассишĕн ĕҫлетпĕр. Ачасем мăнаҫланса наци культурине ăша хывса пыраҫҫĕ. Тумтирĕсене чун-чĕререн юратса ҫие тăхăннă.  Кам наци йăли-йĕркине, культурине юратать, вăл Тăван ҫĕршыва та хисеплет», тенĕ Михаил Игнатьев.  Икĕ регион пĕр-пĕринпе кӳршĕллĕ, яланах туслă пурăнаҫҫĕ, пулăшса пыраҫҫĕ тенĕ вăл.  

Кăҫал Чăваш Енре И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнине паллă тăваҫҫĕ.  Чăваш халăхне ҫутта кăлараканăмăра хисеплесе сахал мар мероприятисем плана кĕртнĕ. Вĕсене пурте юратса хутшăнаҫҫĕ. Тутарсем ĕҫчен, пуян ăс-хакăллă, пысăк тавракурăмлă ҫынсем тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов ҫакăн пек чаплă мероприятине йĕркеленĕшĕн чи малтан регион Ертӳҫине ырласа тав сăмахĕсем каланă. Михаил Игнатьев тата вăл ерсе пыракан команда ĕҫлеме пĕлнине, хăнасемпе тарават пулнине палăртнă. Йĕркелӳҫĕсене ҫак мероприятине ҫӳллĕ шайра ирттернĕшĕн чун-чĕререн мухтаса тав тунă.  

«Чăваш Республикинче 34 пин тутар пурăнать. Вĕсем кăмăллă регионпа, кунсерен чечекленсе ешерсех пыраҫҫĕ.  Ҫав вăхăтрах Тутарстан Республикинче 116 пин чăваш ҫынни пурăнать. Вĕсем пĕрне-пĕри хисеплеҫҫĕ, культурăна пăхăнса, тăван чĕлхене вĕренсе аталантарса пыраҫҫĕ», тенĕ Рустам Минниханов.    

Ертӳҫĕсем  ку хутĕнче ҫитес ҫул Тутарстан Республикинче «Уяв» ирттерме калаҫса килĕшнĕ. Пĕтĕм Чăвашсен уявне ҫитес ҫул валли халех хатĕрленме пуҫламалла.

«Раҫҫей пуласлăхĕ тĕрлĕ халăх ҫыннисем пĕр-пĕринпе туслă пурăннинче. Сабантуй уявĕ пуриншĕн те кăмăллă пултăр»,  тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ. Тутарстан Президенчĕ.

Регион Ертӳҫисем Чăваш Енре ĕҫлесе хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Президент Чăваш Енри тутарсен наци культурин центрне микроавтобус парса чысланă.  

Торжествăлла пай вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Сабантуйăн ялавне ҫӳле ҫĕкленĕ.

Официаллă пай вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Михаил Игнатьев тата Рустам Минниханов куравсене пăхса ҫаврăннă, тутар халăхĕн ял пурнăҫĕпе ҫыхăннă вăрттăнлăхсене курса савăннă. Тĕрлĕ апат-ҫимĕҫ, ал-ĕҫ ăстисем хатĕрленĕ япаласем ҫав тери хăнасемшĕн кăсăклă пулнă.   Яланхиллех пысăк уяв спорт мероприятийĕсемсĕр иртмен. Ăмăртусенче мала тухнисене парнесем парса чысланă.  Кĕрешӳ наци ăмăртăвĕнче мала тухнă паттăра тĕп парне така тата автомашина лекнĕ.  

Паллă пулăм уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ, Тутарстан Республикинчен килнисем хăйсен юрри-ташшипе хавхалантарнă пухăннă ентешсене.

Мероприяти паттăра халалласа награда тивĕҫтернипе тата «Тулпар ат» Федераци Сабантуйĕн символне панипе вĕҫленнĕ.    

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика