Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе саламлани
13.01.2018 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе саламлани

Хисеплĕ журналистсем, издательсем тата полиграфистсем!

Сире Раҫҫей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Эсир ҫынсене ҫĕршыв пурнăҫĕнчи тата тĕнчери пысăк пулăмсемпе, обществăшăн пĕлтерĕшлĕ хыпарсемпе вăхăтра паллаштаратăр. Халăха ҫутта кăларас, социаллă ҫивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе те сирĕн ĕҫĕн хакĕ пысăк.

Эсир яланах малти ретре, ҫитĕнӳсемпе ҫĕнтерӳсем, улшăнусемпе паллă ĕҫсем ҫинчен каласа кăтартатăр, вĕсене хак паратăр. Ку питĕ кăткăс тата яваплă ĕҫ, ҫапах ăна пичет ĕҫченĕсем пысăк шайра тата тивĕҫлĕ пурнăҫласа пыраҫҫĕ. Ахальтен мар пĕлтĕр республикăри кăларăмсенчен чылайăшĕ Пĕтĕм Раҫҫей конкурсĕсенче ҫĕнтерӳҫĕсемпе лауреатсем пулса тăчĕҫ.

Пĕтĕм чунтан сире ҫирĕп сывлăх, ырлăх, хавхалану, ĕҫре ăнăҫу, профессире пысăк ҫитĕнӳ тума сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                      Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика