Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинчи хуҫалăхсенче пĕр гектартан тыр-пула 49 ц пухса илеҫҫĕ
10.09.2019Чăваш Республикинчи хуҫалăхсенче пĕр гектартан тыр-пула 49 ц пухса илеҫҫĕ

Урожайность зерновых в хозяйствах Чувашской Республики достигает 49 ц с гектараЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Улатăр районĕнче пулнă май, «КиПиАй Агро» тулли мар яваплă обществăн уй-хир ĕҫĕсемпе паллашнă. Республика Ертӳҫи хуҫалăхра ҫурхи тулăна ҫĕр ĕҫченĕсем епле пухса кĕртнипе кăсăкланнă. Кунсăр пуҫне вăл рапс, вир акса хăварнă уйсене те пăхса ҫаврăннă. Паян унпа пĕрле ҫула Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ – Комитет председателĕ Юрий Кислов, район администрацийĕн пуҫлăхĕ Нина Шпилевая тухнă.  

«КиПиАй холдинг» ТМЯО генеральнăй директорĕ Виктор Журба хăйĕн сăмахĕнче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан агротехнологисемпе паллаштарнă, хуҫалăх вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ырми-канми тăрăшнине хыпарланă. Ӳсен-тăрансене ӳсме пулăшакан хатĕрсем пирки чарăнса тăнă. Ҫак кунсенче ҫĕр ĕҫченĕсем уй-хир ĕҫĕсене вĕҫлеме плана кĕртнине асăннă вăл.

 

Улатăр районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Нина Шпилевая кăҫал районти хуҫалăхсенче тухăҫ пысăк пулнине палăртнă. Тĕш тырă самай пӳлмене кĕрет тенĕ вăл сăмаха тăсса. Вăтамран пĕр гектартан 30 центнертан кая мар тухăҫ илнине асăннă, ҫав вăхăтрах  «КиПиАй Агро» ТМЯО уйрăм ҫĕр лаптăкĕсенче кăтарту 49 ц иртсе каять тенĕ сăмаха ҫавăрса район администрацийĕн ертӳҫи.

Предприяти ҫĕрсемпе туллин усă курни куҫкĕретех.  Нумай ҫулсем хушши усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе вĕсем тĕллевлĕ ĕҫлеҫҫĕ. 2018 ҫулта предприяти 1500 га ҫĕр лаптăкне тирпейлесе хута янă, кăҫал вăл ҫĕр лаптăкĕсем ҫине рапс акса хăварнă. 2019 ҫулта предприяти пĕтĕмпе акса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕсен калăпăшне 5 пин гектара ҫитернĕ.  «КиПиАй Агро» хуҫалăх пуласлăхра ҫурхи культурăсемпе ытларах ĕҫлеме план тунă.  Предприяти ертӳҫи вырма вăхăтĕнче пысăк технологи витĕмлĕхĕпе ытларах ĕҫление асăннă. Тухăҫа вăхăтра тата туллин пухса кĕртме те аван тесе сăмаха ҫавăрнă. Калăпăр, комбайнпа ĕҫлекен чи хастар ҫын кăҫал вăтамран 3 пин тонна тырă тĕшĕленĕ тесе пĕлтернĕ вăл.

Пысăк ҫитĕнӳсемпе палăракансем, чăнласах та хисепе тивĕҫлĕ тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Предприяти ертӳҫине тата хуҫалăхра тăрăшакансене хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăҫласа пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Кăҫал тухăҫ пысăк пулни савăнтарать. Тыр-пул хакĕ те аван. Ҫанталăк лăпкă тăрать, уй-хиртен тухăҫа пухса кĕртме васкатать. Шанатпăр, тăкакланнине кура, япăхах мар тупăш пуласса», - палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 240,5 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинчи ӳсен-тăрана ҫулса пăрахнă, 246,2 пин га ҫинчен тĕш тырра ҫапса илнĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерстви палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пырать регион. Республикăри районсенче уй-хиртен тухăҫа пухса кĕртессипе курăмлă ĕҫлени куҫкĕретех.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика