Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Японин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки, хăйсене ăшă кăмăлпа Чăваш Республикинче кĕтсе илнишĕн, ырласа тав сăмахĕ янă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне
06.04.2018Японин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки, хăйсене ăшă кăмăлпа Чăваш Республикинче кĕтсе илнишĕн, ырласа тав сăмахĕ янă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне

Чрезвычайный и Полномочный Посол Японии в РФ Тоёхиса Кодзуки поблагодарил Главу Чувашии Михаила Игнатьева за организацию бизнес-миссии в республикуЯпонин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки, хăйсене ăшă кăмăлпа Чăваш Республикинче кĕтсе илнишĕн, ырласа тав сăмахĕ янă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне.

«Йышăнсамăр пирĕнтен тав сăмахне, Сире эпир хамăр енчен чун-чĕререн мухтатпăр. Эсир тата Правительство ĕҫченĕсем ырă кăмăлпа кĕтсе илнишĕн, мероприятисене пысăк шайра йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн мăнаҫланатпăр. Эпир питĕ кăмăллă пултăмăр, сирĕн тăрăха ҫитсе килнишĕн. Пуш уйăхăн 29-30-мĕш кунĕсенче иртнĕ икĕ кунлăх ĕҫлĕ ҫулҫӳрев чăнласах та, икĕ еншĕн усăллă пуласса шанатпăр»,  тесе ҫырнă  тав ҫырăвĕн йĕркисенче.     

«Чăваш Республикин Правительстви пулăшнине, делегаци членĕсем ҫав тери кăсăклă программăпа ĕҫлерĕҫ.  Чăваш Республикинчи чи пысăк предприятисен ĕҫĕсемпе паллашрăмăр. Экономика хăватлăхне, вырăнти йăла-йĕрке, культура пайĕсене те курса савăнтăмăр»,  тенĕ ҫырура Японин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки.

«Малашне те Чăваш Республикипе Япони тачă ҫыхăнса ĕҫлессине ĕненетпĕр, ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлассине те шанатпăр. Тĕрлĕ сферăсенче бизнесра вăй хуракансем килĕшсе, пĕр-пĕриншĕн усăллă проектсене те пурнăҫа кĕртесси куҫкĕретех пулĕ»,  тенĕ ҫырура.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă Ертӳҫĕне мухтаса каялла тав тăвать.  Япони делегацийĕ пирĕн республикăна килсе курни, хăйне евĕр пысăк чыс тенĕ вăл. «Пирĕн ҫыхăнусем ҫирĕпленсе вăй илсе пыраҫҫĕ.  Японин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки тата   унпа пĕрле килнĕ делегаци пирĕн тăрăхра пулни хăйне евĕр пысăк хисеп. Экономикăна аталантарма ҫĕнĕ вăй-хăват хушать»,  тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫулҫӳревсене пĕтĕмлетӳ тунă чухне.

«Тĕлпулусем пĕтĕмпех официаллă шайра иртнĕ. Апла пулсан, палăртнă тĕллевсем патне ăнтăлассишĕн кашнин ҫине тăрса ĕҫлемелле»,  тесе хушнă Правительство пайташĕсене регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика