Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  ПМЭФ-2019: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Серби Республикин инновацилле технологисен аталанăвĕн Министрĕпе, Серби Халăх Партийĕн Председателĕпе Ненад Поповичпа ĕҫĕ тĕлпулу ирттернĕ
06.06.2019ПМЭФ-2019: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Серби Республикин инновацилле технологисен аталанăвĕн Министрĕпе, Серби Халăх Партийĕн Председателĕпе Ненад Поповичпа ĕҫĕ тĕлпулу ирттернĕ

ПМЭФ-2019: Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с Министром инноваций и технологического развития Сербии Ненадом ПоповичемҪĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Петербургра пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Серби Республикин инновацилле технологисен аталанăвĕн Министрĕпе, Серби Халăх Партийĕн Председателĕпе Ненад Поповичпа ĕҫĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Чăваш Енпе Серби хушшинче тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки канашланă ертӳҫĕсем.

Михаил Игнатьев Серби Республикин инновацилле технологисен аталанăвĕн Министрне Чăваш Ен ҫинчен тĕплĕнрех паллаштарнă, экономика тулашĕнчи таварсен ҫаврăнăшĕ пысăк пулнине хыпарланă. Чăваш Республики тĕнчери 100 ҫĕршывпа тачă ҫыхăнса ĕҫленине асăннă.    

Юлашки ҫулсенче пирĕн республикăра бизнеса вăй илсе аталанса пыма хăватлă условисем йĕркелесе панă. Инфратытăм ҫирĕп аталанать. Шанчăклă партнерсемпе яланах килĕшсе ĕҫлеме Чăваш Ен Правительстви хатĕр тенĕ Михаил Игнатьев.  Ертӳҫĕсем тĕлпулу вăхăтĕнче электротехника ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă, Шупашкарти тракторсен завочĕпе килĕшсе ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассине те пăхса тухнă. Икĕ енĕн потенциалĕ пысăк пулнине ҫирĕплетнĕ калаҫу вăхăтĕнче пуҫлăхсем, пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлемеллине палăртнă.   

«Чăваш Ен ҫитĕнĕвĕсемпе эпир савăнатпăр. Малашне тата та пĕрлехи ӳсĕмсем пуласса ĕненетпĕр», - тенĕ Серби Министрĕ Ненад Попович.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика