Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектне пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Улатăр тата Улатăр районĕн ертӳлĕхĕсемпе тĕплĕн сӳтсе явнă
10.09.2019«Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектне пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Улатăр тата Улатăр районĕн ертӳлĕхĕсемпе тĕплĕн сӳтсе явнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев обсудил реализацию нацпроекта «Жилье и городская среда» с руководством Алатыря и Алатырского районаАвăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулипе Улатăр районĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе пулнă. Унта регион Пуҫлăхĕ хула ертӳҫипе Николай Зайкинпа, хула администрацийĕн пуҫлăхĕпе Владимир Степановпа, Улатăр районĕн ертӳҫипе Алексей Смирновпа тата район администрацийĕн пуҫлăхĕпе Нина Шпилеваяпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем муниципалитетсенче ҫурт-йĕрсем тата хулан хăтлă хутлăхне йĕркелессипе йышăннă наци проекчĕсем епле пурнăҫа кĕрсе пыни пирки сăмахланă.

Тĕлпулăва паян Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Юрий Кислов хутшăннă.    

Республикăри районсемпе хуласенче инфратытăм ҫĕнелсе ылмашăнса пытăр тесе, Чăваш Республикин республика хыснинчен сахал мар укҫа-тенкĕ куҫса пынине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ҫав вăхăтрах Улатăр хулинче пăхса хăварнă укҫа-тенкĕпе туллин усă курса пыманни сисĕнет тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. «Граждансен ырлăхĕшĕн куҫакан пулăшусемпе тĕллевлĕн тата тухăҫлă усă курса пырасса шанатпăр.  Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн мĕнпур нормативлă право ĕҫ хучĕсене пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă. Парти енчен те ҫирĕп тĕрĕслев пулмалла. Пирĕн тĕллев – мĕнпур ĕҫсене вăхăтра пурнăҫа кĕртесси, пахалăх енчен объектсене ҫӳллĕ шайра туса пырасси.  Халăхăн ырă ĕҫсене хакласа пымалла. Кашни ҫынăн пурнăҫăн паха енĕсене туймалла.  Эпир муниципалитетсенче тăрăшакансене яланах витĕм кӳме хатĕр», тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи. 

Улатăрта ҫурт-йĕрсем хута ярассипе ҫивĕч конкуренци пулманни сисĕнет. Объектсем те туллин вăхăтра ҫителĕклĕ таран пурнăҫа кĕрсе пыраймаҫҫĕ.

Тĕрлĕ программăсене тĕпе хурса Улатăр хулинче 2019 ҫулта нумай хваттерлĕ 8 ҫурт таврашĕнче тирпей-илем кĕртме плана кĕртнĕ. Халăх йышлă пухăнакан вырăна хăтлăлатасси паллă, объектсене ҫĕнетме 51,6 млн пăхса хăварнă.  Улатăр районĕнче те тавралăха тирпейлессипе ҫыхăннă сахал мар мероприяти пăхса хăварнă планра, вĕсене валли 31,3 млн уйăрнă.  2019 ҫулта  Улатăр районне хуласен хутлăхне хăтлăлатассипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн регионти проекта пурнăҫлама 2,6 млн куҫать, вăл Киря поселокĕнчи обществăлла территорине юсаса ҫĕнетме тăкакланать.  

Калаҫу вăхăтĕнче социаллă программăсемпе килĕшӳллĕн халăха хваттерсемпе тивĕҫтересси пирки те сӳтсе явнă ертӳҫĕсем.    Тăлăха юлнă 3 ачана хваттерпе тивĕҫтерме 2019 ҫул валли пурĕ 3 млн пăхса хăварнă республика хыснинче.  Хулара ҫамрăк 5 ҫемье пурĕ 4,7 млн ҫурт-йĕр туяннă.   Кунсăр пуҫне ипотека кредичĕсене илнĕ чухне те самай ҫăмăллăхсем пур. Вĕсемпе халăх хапăл тусах усă курать. Патшалăх пулăшăвĕпе 108 ҫамрăк ҫемье тата пĕр ҫамрăк учитель усă курнă. Танлаштарма Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен 2018 ҫулта 2,7 млн уйăрнă, кăҫал ҫур ҫулта 1,5 млн тăкакланнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче регион Ертӳҫи вырăнти бюджетăн тупăшне ӳстермелли пирки асăннă, пухăнса пыракан парăмсене вăхăтра саплаштарса пыма чĕнсе каланă. Йăлари хытă каяшсене муниципалитетсенче пухса тирпейлессипе те вырăнти ертӳлĕхсен тĕллевлĕн ĕҫлесе пымаллине палăртнă. «Икĕ муниципалитетăн кирек-епле ыйтупа та пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă ĕҫлесе пымалла, йывăрлăх кăларса тăратаканнисене пĕрле татса пама тăрăшмалла», тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика