Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявласси пирки калакан Указа Михаил Игнатьев алă пусса ҫирĕплетнĕ
28.10.2019Чăваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявласси пирки калакан Указа Михаил Игнатьев алă пусса ҫирĕплетнĕ

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва пуҫличчен, чи малтан регион Ертӳҫи ырă хыпар пĕлтернĕ, Чăваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫитнине уявласси пирки калакан Указа алă пусса ҫирĕплетнине хыпарланă. Чăваш Республикин тĕп хулине – Шупашкара 550 ҫул, Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине палăртса Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ алă пуснă Указне те пурнăҫа кĕртсе пырассипе Чăваш Ен Правительстви анлăн ĕҫлесе пынине асăннă регион Ертӳҫи.  Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине палăртса мероприятисем федераци шайĕнче те сахал мар плана кĕртсе хăварнă, ҫĕршыври нумай регионсенче ҫӳлерех палăртнă юбилейе палăртса мероприятисем иртеҫҫĕ. Пысăк чаплă пулăмсем пулма та ĕлкĕрчĕҫ.

 Чăваш Культурин кунне Крымра, Севастопольте ирттернĕ,  Чăваш Енрен пултарулăх ушкăнĕсем чылайăн кайнă вăл мероприятийĕсене. Чăваш Республикинче тĕп уявсем Шупашкар хулинче тата Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче пулаҫҫĕ. Вĕсене Республика кунĕнче анлă ирттерме плана кĕртсе хăварнă. Кунсăр пуҫне чи ăста ҫынсене, предпринимательсене, ял ĕҫченĕсене, тăван тавралăха аталантарас ĕҫе пысăк витĕм кӳнисене «Акатуй» тата «Сабантуй» уявĕсенче палăртса чыслама палăртса хăварнă. Мӗнпур шайри влаҫӑн, бизнесӑн тата общество организацийӗсен кал-кал ӗҫӗ, республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннӑн тимлӗхӗ, пурнӑҫри хастар­лӑхӗпе яваплӑхӗ пире халичченхинчен те пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума тата ҫитес ҫул Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлипе паллӑ тума май парасса ҫирӗппӗн шанатӑп тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

 2020-мĕш ҫулта Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине палăртса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсене тĕп плана пăхса тухса йышăнса хăварма хушнă вăл. Уяв мероприятийĕсене ирттерни – региона ытларах та ытларах инвестици явăҫтарма витĕм кӳрессе палăртса каланă Чăваш Ен Ертӳҫи. Тепĕр тесен, экономика аталанăвĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулĕ. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика