Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Правительство Ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнче иртнĕ «Зарница» ҫарпа спорт ăмăртăвĕсенче малта тухнă яшсемпе тата хĕрсемпе тĕлпулу ирттернĕ
02.10.2017Правительство Ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнче иртнĕ «Зарница» ҫарпа спорт ăмăртăвĕсенче малта тухнă яшсемпе тата хĕрсемпе тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии встретился с победителями окружного финала военно-спортивной игры «Зарница Поволжья» Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Правительство Ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнче иртнĕ «Зарница» ҫарпа спорт ăмăртăвĕсенче малта тухнă яшсемпе тата хĕрсемпе тĕлпулу ирттернĕ.

Аса илтеретпĕр, авăн уйăхĕн 11-15-мĕш кунĕсенче Оренбург хулинче  «Атăлҫи зарница – 2017» ҫарпа спорт вăййисен финалĕ иртнĕ.  Пурне те кая хăварса, чи пысăк тивĕҫе Чăваш Республикинчен кайнă ушкăн  ҫĕнсе илнĕ. Чăваш Ен чысне Патăрьел районĕнче 1-мĕш №-лĕ шкулта вĕренекен яш-кĕрĕм хӳтĕленĕ.

Чăваш республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫамрăк армеецсене саламланă, педагогсене ачасене ҫирĕп вĕрентнĕшĕн ырланă.  «Тăван республикăна, тăван тăрăха, Патăрьел районĕн чысне ҫĕнтерӳпе хӳтĕлерĕр.  Историшĕн пысăк пулăм», - тесе каланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.  Атăлҫи федераци тăрăхĕнче ытти яш-кĕрĕме кая хăварса мала тухни ҫав тери пысăк хăват кӳрет, малалла ăнтăлма витĕм парать.  Ачасен патриотизм туйăмĕ кунран кун вăйланса ҫирĕпленсе пынине палăртнă республика Пуҫлăхĕ. Спортпа туслă пулни – ҫитĕнӳсем тума пулăшать тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш №-лĕ шкулăн директорĕ Наталия Андреева хăйĕн сăмахĕнче, ачасен пысăк ҫитĕнĕвĕ - шкул кулленех лартнă тĕллевсене пурнăҫлассипе активлă ĕҫленине ҫирĕплтет тесе палăртнă.  Шкулта 2014 ҫулта гражданла патриотизм воспитанине аталантарас енĕпе ятарлă программа йышăннă. Ăна пурнăҫа кĕртсе пыма, ҫĕнсе илнĕ Чăваш Республикин гранчĕ те сахал мар витĕм кӳнине асăннă ертӳҫĕ.  Хальхи вăхăтра шкулти кашни пиллĕкмĕш ача ҫак ĕҫе хастар кӳлĕннине каланă.  

Шкулта «Патриот» клуб ĕҫлет.  Чăваш Енри ветерансен организацийĕсем сахал мар пулăшу панине пĕлтернĕ шкул директорĕ. Ачасем тĕрлĕ ăмăртусене пĕтĕм кăмăлтан хутшăннине, яланах пысăк ҫитĕнӳсемпе тăван тавралăха таврăннине асăннă вăл.

«Ачасем, чăннипех те ҫитĕнӳсем тăвассишĕн питĕ хытă тăрăшаҫҫĕ. Лайăх вĕренеҫҫĕ, спортпа туслă. Кăҫал шкулти икĕ ача ҫар енĕпе аслă шкула вĕренме кĕнĕ», - тесе каласа кăтартнă директор.

Ачасене округра мала тухма ҫăмăлах пулманнине асăннă команда ертӳҫи Юрий Васюткин, вĕсем икĕ ҫул хушшинче хăйсен ăсталăхне туптаса ҫитернине каланă.

«2015 ҫулта «Атăлҫи зарница» вăййисене хутшăннă.  Ун чухне команда тăваттăмĕш вырăн йышăннă.  Пухнă опыта кура, программăна анлăлатрăмăр. Ачасен кану тапхăрĕ пачах пулмарĕ. Вĕсем кулленех хăйсене шеллемесĕр, ăсталăха ҫирĕплетрĕҫ.  Маттур», - тесе каланă вĕрентекен. Сăмаха май, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ҫамрăксене аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе панăшăн ырласа тав тунă команда ертӳҫи.

Ҫамрăк яшсемпе хĕрсем хăйсен шухăш-кăмăлĕпе паллаштарнă регион Ерӳҫине. Ăмăртусенче 14 регионта пурĕ  чи ăста 200 яш-кĕрĕм хутшăннă. Вĕсем спортăн 15 тĕсĕпе хăйсене кăтартса панă. «Кашни команда чи лайăххи тесе кăтартса пама тăрăшнă. Пур-пĕрех пирĕн яшсемпе хĕрсене ҫитекеннисем пулмарĕҫ. Вĕсем пурне те кая хăварса мала тухрĕҫ», - тенĕ Егор Селиванов.

Чăваш Енрен кайнă ачасем шывра ишессипе, Калашников автоматне салатса пуҫтарассипе ыттисемпе танлаштарсан чи ăстисем пулнă.

Евгения Филиппова ҫар вăййисене хутшăнакан ҫапларах каланă, ăмăртусен культура программи питĕ пуян пулчĕ тенĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе шкул директорне тата ҫамрăксене вĕрентекен Юрий Васюткина  тренировкăсем ирттерме условисем йĕркелесе панăшăн ырланă, Инга Селиванова тата Сергей Сафьянова ҫамрăксене аталанма яланах тарават пулнăшăн тав сăмахĕсем каланă.

Тĕлпулу вĕҫленес умĕн пурне те Михаил Игнатьев мухтанă, асăнмаллăх алла ҫыхмалли сехет парса чысланă.  

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республики яланах РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йышăннă кирек епле проекта та хапăл тусах хутшăнать. Регионта «КаДетство» проектпа килĕшӳллĕн, Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ кадетсен корпусĕ хута каять.  Ҫак объект округра улттăмĕш шутланать. Хальхи вăхăтра Шупашкарта ҫак учрежденийĕн строительство ĕҫĕ хĕрӳ пырать.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика