Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ прокуратурин ĕҫченĕсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă
13.01.2020Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ прокуратурин ĕҫченĕсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в торжественном мероприятии, посвященном Дню работника прокуратурыКăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев РФ прокуратурин ĕҫченĕсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятине пухăннисене саламланă май, пĕлтĕрхи ҫул прокуратура пирӗн республикӑра транспорт тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене пӗтерес, ачасемпе сусӑр ҫынсене тата ветерансене социаллӑ хӳтлӗх парассине лайӑхлатас енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернине, коррупципе тата «сӑрӑ» ӗҫ укҫи тӳлессипе хастарлӑн кӗрешнине палăртнă.

Прокурор службин ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗпе яваплӑхӗ, ҫынсемпе тимлӗ пулни, хӑйсен ӗҫне юратни, таса чунлӑхӗпе хӑюлӑхӗ, тивӗҫе парӑнни тата принциплӑхӗ халӑхра пысӑк хака тивӗҫнӗ тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Саккунлӑхпа право йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр, патшалӑх интересӗсене тата граждансен прависене шанчӑклӑн хӳтӗлетӗр, Чӑваш Енре пурӑнакансен умӗнче чӑннипех те ырӑ ятлӑ шутланатӑр тенĕ вăл.

Михаил Васильевич Игнатьев пĕрлехи ĕҫсем тухăҫлă пулса пынине кура халăх влаҫ органĕнче ĕҫлекенсене хисеплени куҫкĕретех тенĕ республика Пуҫлăхĕ сăмаха ҫавăрса. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫарăвĕпе пулса пыракан наци проекчĕсем пурнăҫа кĕрсе пырассипе те пысăк калăпăшлă ĕҫсем халăх пурнăҫĕн условийĕн шайне лайăхлатса пыма витĕм кӳреҫҫĕ тенĕ Михаил Игнатьев.

Пухăннă ĕҫчешсене, хăнасене Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский саламланă, хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлессине халалланӑ, пуян та паха ĕҫ опытне ҫамрӑк ӑрӑва паракан прокуратура органӗсен ветеранӗсене уйрӑммӑн палӑртса тав тунă. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, яваплӑ та ҫӑмӑл мар ӗҫре ҫитӗнӳсем, хастар кӑмӑл, ырлӑх тата телей суннă.

Ертӳҫĕсем паян ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă.

Професси уявĕ ячĕпе ытти официаллă хăнасем те ăшшăн саламланă, малашне те прокуратура ĕҫченĕсем коррупципе ăнăçлă кĕрешеccине, служба тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçласса, граждансен социаллă прависемпе экономика ирĕклĕхне тата патшалăх интересĕсене тивĕçлĕ хӳтĕлессе шанса каланă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика