Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Ҫĕрпӳ, Красноармейски районĕсенче пулнă
11.07.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Ҫĕрпӳ, Красноармейски районĕсенче пулнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев посетил с рабочим визитом Цивильский и Красноармейский районыУтă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Ҫĕрпӳ, Красноармейски районĕсенче пулнă.  

Республика Пуҫлăхĕ Ҫĕрпӳ районĕнче йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ĕҫ-пуҫ епле пулса пынипе кăсăкланнă. Контейнерсене тĕрĕсленĕ, муниципалитетра пурăнакансен кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.

Ҫĕрпӳ районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Игорь Николаев Патăрьел ял поселенийĕнче пĕтĕмпе 28 площадка хатĕрлесе тăратнине хыпарланă.   Вырăнти халăх ял территорийĕнче тирпейлĕх хуҫаланнине пĕлтернĕ республика Пуҫлăхне.

 Регион Пуҫлăхĕ муниципалитетра автомашина ҫулĕсене те пăхса ҫаврăннă. Халăх пуҫарăвĕпе йышăннă проект пурнăҫа аван кĕрсе пынине палăртнă вăл. Объект ҫинче 65 процента яхăн ĕҫ пурнăҫлама та ĕлкĕрнĕ, проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 4,7 млн танлашать. Вăл укҫаран 60 проценчĕ республика хыснинчен куҫать, 29 проценчĕ вара вырăнти бюджетран тăкакланать. Халăхăн тӳпи те пур паллах, вĕсем пĕтĕмпе  мĕнпур калăпăшран 11 процент пухнă.  

Район администрацийĕн пуҫлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх,  ку проект иккĕмĕш пулнине хыпарланă. Вырăнти халăх питĕ ĕҫлеме юратнине тата ҫитменнине пуҫаруллă тесе те каласа хăварнă вăл сăмах май.  «Инвест-Строй» ТМЯО ертӳлĕхне объекта пахалăх енчен ҫӳллĕ шайра пурнăҫлама чĕнсе каланă республика Ертӳҫи.

Паян Республика Пуҫлăхĕ Ҫĕрпӳ районĕнче «ТД Хорошавина А.В.» ТМЯО ĕҫĕпе паллашнă. Кунта хуҫалăх ӳсен-тăран акса ҫтĕнтерессипе ҫав тери чаплă ĕҫлет.  Михаил Игнатьев тыр-пул пиҫе ҫитсе те пырать тенĕ. Тухăҫ пысăк пуласси куҫкĕретех тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Район администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, уйра ӳсен-тăрансен лаптăкĕ 1764 га йышăнать, кăтарту ҫулталăк маларахринчен 23 процент пысăкрах.  

Республика Пуҫлăхĕ Цивильск – Красноармейское – Кюль-Сирма автомашина ҫулне те пăхса тухнă.  Ăна «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ. Объекта пурнăҫлама республика хыснинчен 107,5 млн  пăхса хăварнă. «Тус» АО объект ҫинче хĕрӳ ĕҫлет, асфальтбетон хурать.  Палăртнă ĕҫсем пĕтĕмпех графикпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ.

Паян республика Пуҫлăхĕ Красноармейски районĕнче те пулнă.  Кунта та йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе вырăнти администраци, халăх еплерех ĕҫлесе пынипе кăсăкланнă регион Пуҫлăхĕ.  Район администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Кузнецов контейнерсене муниципалитетра ҫителĕклĕ таран вырнаҫтарнине хыпарланă. Пĕр килнĕ пек чухне республика Ертӳҫи районта ялта пурăнакансемпе те тĕл пулса калаҫнă.  

Михаил Игнатьев тĕлпулу вăхăтĕнче  республикăра «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн чылай ĕҫ пурнăҫланса пынине асăннă. Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлемелли пысăк объект хута янине те асăнса хăварнă. Унта ҫывăхри районсенчен те чылай ҫӳп-ҫапа тиесе килеҫҫĕ. Объекта пысăк тунă, пурин валли те ҫителĕклĕ вырăн.  

Республика Пуҫлăхĕ район ертӳлĕхне хăш-пĕр ыйтусене тивĕҫлĕ шайра татса паманнишĕн критиклесе илнĕ. Тавралăхра ҫум-курăк ешерни  аванах мар тесе каласа хăварнă. Уйрăмах социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем ҫывăхăнче тирпейлĕх хуҫаланмалла, ҫамрăксен тасалăха туймалла.  

 Палăртнă муниципалитетра регион Ертӳҫи автомашина ҫулĕсемпе те кăсăкланнă. Районта «ДорСтройСервис» ТМЯО объект ҫинче федераци программипе килĕшӳллĕн автомашина ҫулне сарать. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕ пурнăҫа туллин кĕрсе пыни куҫкĕретех. Республика Пуҫлăхĕ объектăн графикĕпе кăсăкланнă, пахалăх шайĕ пирки те ыйтса пĕлнĕ ертӳҫĕсенчен. Вырăнти халăхпа тĕл пулса калаҫнă чухне, ҫынсем республика Пуҫлăхне ырă сăмахсем каланă, ялсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă, инфратытăм чăнласах та тĕпрен ҫĕнелсе пырать тесе ҫирĕплетсе каланă вĕсем. 32 ҫухрăм тăсăлакан ҫула «ДорСтройСервис» ТМЯО сарать. Проектăн хакĕ 32 млн танлашать.Ҫула сарма  федераци тата республика хыснинчен ҫителĕклĕ таран укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ялта пурăнакансем пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланса пырать тесе тепĕр хут палăртса каланă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика