Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин 2018 ҫулхи республика бюджечĕн тӳрлетĕвĕсене икĕ вулавпа йышăнса хăварнă
08.02.2018Чăваш Республикин 2018 ҫулхи республика бюджечĕн тӳрлетĕвĕсене икĕ вулавпа йышăнса хăварнă

Поправки в республиканский бюджет Чувашской Республики на 2018 год приняты в двух чтениях Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн черетлĕ вунҫиччĕмĕш сессийĕн ĕҫне хутшăннă.

Республика парламенчĕ икĕ вулавпа Чăваш Республикин 2018-мĕш ҫулхи тата 2019-2020-мĕш ҫулсенчи бюджета кĕртсе хăварнă ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен калакан тӳрлетӳсене пăхса тухнă.   

Чăваш Республикин хыснинче кĕртнĕ ҫĕнĕлĕхсемпе, унăн тĕп тĕллевĕсемпе Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарнă.

2018-мĕш ҫул валли палăртнă республика бюджечĕн саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, хыснан тупăш пайĕ 3 млрд 255 млн тенкĕлĕх ӳсесси паллă. Кăтарту пĕтĕмĕшле илсен 46 млрд 268 млн пулассине ҫирĕплетет.

Бюджетăн харпăр хăй тупăшĕ 463,9 млн хăпарасси курăнать. Федераци саккунне ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыҫҫăн, алкоголь таварĕсен акцизĕсем ӳсесси куҫкĕретех.  Вăл та самай пысăк витĕм кӳрĕ республика бюджечĕн тупăш пайне.

2018-мĕш ҫулта каялла тавăрса памалли мар укҫа федераци пайĕнчен 18 млрд 751 млн куҫать, пĕлтĕрхинчен ҫак кăтарту 8,7 процент пысăк.   

Бюджет сферинче ĕҫлекенсен шалу укҫине ӳстерме дотаци мелĕпе 675,3 млн пăхса хăварнă.  Субсиди памалли виҫе  пĕтĕмĕшле 1 млрд 202 млн хăпарĕ, субвенци – 368,4 млн, ытти ҫăлкуҫсенчен трансферт мелĕпе 462,2 млн тăкакланĕ.   

Плана кĕртсе хăварнинчен тăкаксен пайĕ 2018-мĕш ҫулта 4 551,8 млн нумайланать.  Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртме 2018-мĕш ҫулта 5,7 млрд уйăрма пăхса тухнă (кăтарту 2017-мĕш ҫулхинчен 9,7 процент пысăк). Мĕнпур тăкаксенчен 51 проценчĕ шăпах та ҫак тĕллевсемпе тăкакланасси курăнать.

430 млн тенкĕ бюджет сферинче тытăнса тăракан учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма уйăрнă, 1,3 млрд ытла укҫана Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фондне пама пăхса хăварнă, пĕтĕмĕшле ҫак кăтарту вара 5,4 млрд пулĕ.

Саккун проектне тӳрлетӳсем кĕртнĕ хыҫҫăн, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тытăмне куҫакан укҫа виҫи 585 млн ӳсет, вăл вара пĕтĕмпе 1 млрд 497 млн танлашĕ.  Кунсăр пуҫне укҫа-тенкĕ Ҫĕмĕрле, Куславкка районĕсенче хутса ăшăтмалли системăсене модернизацилеме тата ҫĕнĕрен хута яма та куҫасси паллă.  Канаш хулинчи индустри паркĕнчи инфратытăма ҫĕнетме плана кĕртнĕ.

Вĕренӳ пайне тăкакланма 1 млрд 255 млн куҫать, 2017-мĕш ҫулхинчен 1,5 хут нумайрах пулни сисĕнет.  

«Соляное», «Ҫĕнĕ хула» микрорайонсенче тата Шупашкарта ача сачĕсене хута яма плана кĕртсе хăварнă. Ҫĕрпӳре, Муркашра, Етĕрнере, Патăрьел тăрăхĕсенче те объектсем ҫĕнетме тĕллев лартнă.  

Ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыҫҫăн, республика хыснинче социаллă сферăна аталантарма 1,3 млрд ытла  уйăрасси паллă. «Социаллă политика» раздела хушма 749,7 млн куҫĕ.  Атратри психоневрологи интернатне ҫĕклесе лартма, строительство пайĕн иккĕмĕш тапхăрĕ валли 125 млн яхăн пăхса хăварнă.  Каласа хăвармалла, кунсăр пуҫне ҫемьесенче пĕрремĕш ача ҫурланăшăн уйăхсерен куҫармалли укҫа валли пĕтĕмпе 143,5 млн, виҫҫĕмĕш  е малалли ачасем ҫуралнăшăн  уйăхсерен тӳлеме пĕтĕмпе 218,5 млн уйăрнă. 2018 ҫулта социаллă пулăшусемпе граждансене  тивĕҫтерме республика хыснинче 7,3 млрд пăхса хăварнă.  

Республика бюджетчĕнче сывлăх сыхлавне аталантармалли укҫа-тенкĕн тăкакĕ 171,8 млн ӳсет.  Хушма укҫапа пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене туянма тĕллев лартнă, медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайне ӳстересси ҫине тăкакланасси те куҫкĕретех пулĕ.

Культура тата туризма ҫĕклеме хушма  85,8 млн тенкĕ уйăрнă. Культура тăкакне тепĕр хут пăхса тухнă хыҫҫăн, вăл 1 млрд 329 млн ӳснĕ (2017-мĕш ҫулхинчен 28,6 процент пысăкрах), туризма вăйлатма 246,6 млн уйăрма пăхса хăварнă.

2018 ҫулхи республика бюджечĕн дефицит пайĕ 1 млрд 240 млн пулĕ. Патшалăх умĕнчи парăм Чăваш Республикин 2018 ҫулта 185,2 млн пĕчĕкленет.

Асăннă паянхи саккуна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем икĕ вулавпа пăхса тухса йышăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев депутатсене саккун проектне йышăннăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Ĕҫ хутне вăхăтра пăхса тухни, укҫа-тенкĕне тĕллевлĕн тата ҫийĕнчех  район, хуласене куҫарса пама витĕм кӳнине, халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса парас ĕҫе пысăк пулăшу панине каланă. Паянхи ларура ытти актуаллă саккун проекчĕсене те тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем тунă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика